09 апреля 2014 г.
СИСМЕРĔМĔР ТЕ шкул ачисемшĕн çуркуннехи каникул та хыçа юлчĕ. Хаваслă та шавлă кунсене кашнийĕ тĕрлĕрен ирттерчĕç-тĕр: пĕрисем килтех, теприсем хăнара, виççĕмĕшсем вара кĕске вăхăт хушшинчех лагерьсенче те канса килме пултарнă. Сăмахран, Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен "Шурă чулсем" ("Белые камни") лагерьте пирĕн районтан çеç çĕр ача сывлăхне çирĕплетме, вăй-хăват хушма пултарнă. Пĕрлех инçе çултан ырă та ăшă аса илỹпе таврăнни, çĕнĕ туссем тупни каламасăрах паллă.
Вĕренекенсен тепĕр ушкăнĕ вара "Жемчужина" санаторипе сиплев лагерĕнче пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)