АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем зонăри семинарта

09 апреля 2014 г.

Çак кунсенче Комсомольски районĕнче республикăри кăнтăр районĕсенчи ял тăрăх пуçлăхĕсен зонăри семинарĕ иртнĕ. Унта Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕсенчи вырăнти администраци ертỹçисем хутшăннă.

Мероприятие хутшăннисем чăн малтанах вырăна тухса Урмаелти социаллă пурнăçпа, культура объек-чĕсемпе паллашнă. Ял пуçлăхĕсем кỹршĕ районта тирпей-илем ыйтăвне татса панипе, çамрăксен культура канăвне епле йĕркеленипе, ялсенче массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе мĕнле çĕнĕлĕхсемпе усă курнипе кăсăкланнă.

Семинара хутшăннисене Каçал ен администраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев "Вырăнти самоуправлени ор-ганĕн пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен калакан" 131-мĕш Федераллă саккуна пурнăçлас тĕллевпе мĕнле ĕçсем тунине каласа кăтартнă. Ун хыççăн ял пуçлăхĕсене кăсăклантаракан чылай ыйтусене хускатнă: Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев муниципалитетсене пырса тивекен чи çивĕч проблемăсене çĕк-ленĕ, 2013 çулта вырăнти самоуправленине контрольпе надзор органĕсем тĕрĕсленин итогĕпе паллаштарнă; Комсомольски район прокурорĕ Владимир Николаев муниципаллă служба тивĕçне пурнăçлакансен коррупципе çыхăннă ĕçсенчен асăрханмаллине çивĕчлетнĕ; суд приставĕсен федераллă службин пайĕнчи тĕп специалист-эксперчĕ Елена Иванова хăш-пĕр документсене пурнăçа кĕртнĕ чухне пăхăнмалли йĕркесем пирки каласа кăтартнă.

Семинара пирĕн районтан кашни ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăннă, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илнĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика