09 апреля 2014 г.
Çуркунне çитрĕ. Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Анчах çут çанталăк илемлĕхне куриччен куç умне чăн малтан хĕл тăршшĕпе пуçтарăннă çỹп-çап тухать. Çакна шута илсе ялсенчи урамсене, сад пахчисене, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçсем иртеççĕ.
Первомайски ял тăрăхĕнче А. Лапшина çывăх пĕлмен çын та сахал-тăр. Анатолий Максимовича унăн хастарлăхне кура Пỹртлĕсем хăйсен ял старости пулма шаннă. Çапла туса пĕрре те йăнăшман. Паян вара вăл ертсе пынипе ялта тĕрлĕрен ĕçсем типейленсе пыраççĕ. Урамсене тирпей-илем кĕртмелле-и, масар карти тытмалла-и тата ытти ĕç пурнăçламалла-и _ кирек хăçан та малта. Ял старости хăйĕн тĕп тивĕçне тирпейлĕ те кăмăллă туса пынипе пĕрлех обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнать, ыр кăмăллăх акцийĕсенче пысăк пуçарулăх кăтартать. Ĕçчен чăваш пушă вăхăтра та алă усса ларма юратмасть. Ялта юхăнса выртакан 12 гектар сад пахчине хăй çине илнĕ вăл. Пĕлтĕр унта чылай ĕçсем тума та ĕлкĕрнĕ: кỹлĕ чавтарнă, пулăсем ĕрчетме янă. Акă халĕ те унăн пуçарулăхĕпе Пỹртлĕ, Первомайски, Сител, Анат Чакă тата Каçал тăрăхĕнчи Шурут, Йỹç Шăхаль хастарĕсем сад территорине тирпей-илем кĕртрĕç, хăрăк йывăçсене касса пуçтарчĕç.
_ Юхăнса выртакан сада чĕрĕлĕх кĕртесси манăн ĕмĕтрех пулнă. Тăван тавралăха, илемлĕ вырăнсене пĕтме, юхăнма памалла мар. Тăван çĕрĕмĕре анне пекех хисеплемелле, юратмалла, ун чухне вара вăл сана хăйĕн çимĕçне те хĕрхенмĕ, _ хавхаланса каласа парать пуçаруллă эколог.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)