09 апреля 2014 г.
Çĕр çинче професси нумай. Пурте сумлă та пĕлтерĕшлĕ. Çапах та вĕрентекенĕмĕрсенне çитекенни сайра-тăр. Педагогсем ачасене вулама, çырма, шутлама хăнăхтараççĕ, атте-аннене хисеплеме, тăван çĕр-шыва юратма, ырăпа усала, хурапа шурра уйăрма вĕрентеççĕ, ĕçе явăçтараççĕ, пытарăннă талантсене тупаççĕ. Вĕрентекенсем хăйсем те вĕренеççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин ырă ĕç опытне илеççĕ. Шăпах çакна çирĕплетрĕ те ĕнтĕ черетлĕ мероприяти. Ку хутĕнче вĕсем "Учитель-2014" тупăшăва хутшăнчĕç. Лайăхран лайăххисем сахал мар районта. Хăйсен специальноçне чунтан юратакансен ĕçĕ те ăнса пырать, вĕсем патне ачасен хисепĕ те пысăк.
Конкурс темиçе тапхăрпа иртрĕ. "Ала" витĕр финалти тура 4-ăн юлчĕç: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительници А. Майрина, Алманчăри вăтам шкулти физика учителĕ М. Горбунова, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти технологипе пĕлỹ паракан А. Янтыкова тата Первомайскинчи вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Л. Романова. Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн залĕнче ирттернĕ пĕтĕмлетỹре вĕсем суйласа илнĕ тепрер уçă темăпа заняти ирттернине кăтартрĕç. Кашнийĕ компьютерпа усă курчĕ. Мероприятие тăрăшса, тĕпчесе ларса хатĕрленни куç умĕнче пулчĕ. Альбина Николаевна "Çырса илни: иккĕленнине тỹрлетмелли йăлана кĕнĕ япала е çитĕнỹ тума пултарнине çирĕплетни" темăна шĕкĕлчерĕ. Çак проблема тахçантанпах пырать. Ăспа çырса илме пĕлекенсем пурнăçра çухалса каймаççĕ.
Марианна Александровна "Вĕрентỹри культурăпа истори эткерлĕх пĕлтерĕшĕ" темăна илсе шкулта ку енĕпе мĕн-мĕн туни çинчен уççăн калаçрĕ. Алсу Минсеитовна "Вĕренỹри интернет: унăн лайăх енĕсем тата воспитани тĕлĕшĕнчи "чăрмавĕсем" пирки чарăнса тăчĕ. Электронлă техника çине куçни сахалтарах шухăшлама ыйтмасть-и-ха? Пĕр-пĕр сочинение, реферата унпа усă курса ачасем çăмăллăнах хатĕрлеççĕ. Анчах ăна çырас тесе пĕр литература та вуламасса, алла кĕнеке тытмасса пултараççĕ. Людмила Ильинична уçă калаçăва "Вĕренме çеç мар, пурăнма та вĕрентмелле" темăна кăларчĕ, пурнăç вăйă пулнине, çынсем унта вылякан актер иккенне ĕнентерме тăрăшрĕ. Юлашкинчен кашнийĕшĕншĕн пурнăç пĕрре килнине, çавăнпа та ăна тĕллевлĕ пурăнса ирттермеллине аса илтерчĕ.
Мероприятие педагогсен "элити" (пĕрремĕш, иккĕмĕш тур çĕнтерỹçисем, шкул директорĕсем, çумĕсем, професси тĕлĕшпе лайăххисем) пуçтарăннă. Вĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Федорова саламларĕ. Хăй вăхăтĕнче педагогика ĕçĕнче нумай вăй хунă Р. Сапожникова сăмах илсе паянхи кун вĕрентỹре пултаруллă, матур çынсем вăй хунине палăртрĕ, районти "Авангард" хаçатра та воспитани темипе нумай паха материал пичетленнине асăнчĕ. Çавăн пекех Р. Сафиуллов педагог-ветеран конкурса хутшăннă учительсем кирлĕ темăсене суйласа илнине каларĕ, шкулсенче арçын-вĕрентекенсен йышĕ сахалраххине палăртрĕ. Конкурса вĕрентỹ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ Н. Анисимов ертсе пычĕ. А. Янтыкова, М. Горбунова, Л. Романова педагогсен ĕçне жюри тивĕ
çлĕ хак пачĕ. А. Майрина вара çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Çавна май Альбина Николаевна сăмах та каларĕ: "Пурнăçра анлă çул такăрлатаймасан та сукмак хывмалла. 31 çул педагогикăра ĕçлесе манăн пурах вăл. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ те лайăх. Ĕçлĕ пурнăçăм çавăнта иртет. Йышра килĕшỹ пулмасан ăнăçу тăваймастăнах. Виççĕ-мĕш çул "Çулталăк учителĕ" конкурс çĕнтерỹ-çине алăран ямастпăр. Н. Андреева директор Раççей шайĕнчи конкурса та хутшăнчĕ. Хамăн çитĕнỹре коллектив тỹпине куратăп".
Çĕнтерỹçĕпе призерсене вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ А. Пирогов тата ыттисем те саламларĕç. А. Майринан вара район чысне республикăра хỹтĕлемелле пулать. Ăна унта та ăнăçусем сунатпăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)