09 апреля 2014 г.
Культурăпа халăх пултарулăхĕн республика керме-нĕнче "Раççей юррисем" фестиваль-марафонăн гала-концерчĕ иртнĕ. Асăннă пулăм _ Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе Чăваш Енре Культура çулталăкĕнче йĕркеленĕ пысăк турне.
Тăватă куна тăсăлнă вăл. Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен лауреачĕсем _ "Русская песня" театр артисчĕсем, "Живая планета" шоу-балет, "После 11" ушкăн, Евгений Гор, казак юррисен "Криница" ансамблĕ, удмурт юррисен "Айкай" театрĕ, доулистсен "Ритмы гор" (Владикавказ), "Владимирские рожечки" (Владимир), "Алас" (Туçи Алтайск) ансамбльсем _ çак тапхăрта Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка, Канаш районĕсенче пулнă, унта пурăнакансене вырăс, Раççей халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарнă.
Шупашкарта иртнĕ гала-концертра пирĕннисем те _ "Сувар" халăх ташă, Чăваш патшалăх филармонийĕн "Çавал" фольклорпа эстрада, Шупашкар музыка училищин "Янтал" фольклор ансамблĕсем хутшăннă.
Халăх артистки Надежда Бабкина фестиваль пĕлтерĕшĕ пирки çапла палăртнă: "Раççей юррисем" фестивальшĕн эпĕ яваплă. Раççей кăмăл-сипет, чун хавалĕ тĕлĕ-шĕнчен пуян пулнине тĕнчене пĕлтерес килет", _ тенĕ вăл. Надежда Георгиевна çавăн пекех Чăваш Енре иртнĕ кашни кун пирки ăшшăн аса илнĕ, Чăваш çĕрĕ çинче пултаруллă çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулнине пĕлтернĕ.
ЧР Культура министрĕ Вадим Ефимов Надежда Бабкинăна ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕпе чысланă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)