09 апреля 2014 г.
Каччăпа хĕр килĕштерсе çỹреççĕ, юратса мăшăрланаççĕ. Анчах кайран темшĕн пĕр-пĕриншĕн ют пулса тăраççĕ. Çемьеленсен икĕ савнă чĕре хушшинче хăш вăхăтра хура кушак каçса каять _ калама хĕн. Пĕрисем çынран аванмарланса е ниçта та кайма çуккипе чăтса пĕрле пурăнаççĕ. Теприсем вара паспорт çине уйрăлнине çирĕплетекен пичете ларттарсах çĕнĕ пурнăç пуçлаççĕ. Çак татăклă утăма тăвакансем пирки сăмах пуçартăмăр та районти пĕрремĕш суд участокĕн миравай судйипе Р. Купкеновпа.
_ Решит Энвербикович, уйрăлакансем хушшинче çамрăксем е аслă çултисем нумайрах?
_ Упăшкинчен е арăмĕнчен уйăрма ыйтма килекенсенчен ытларахăшĕ _ яш-кĕрĕм. Çемье никĕсĕ мăшăрланни 3 тата 7 çул çитнĕ хыççăн çирĕпленет, теççĕ. Шăпах çак тапхăрта пурнăç йывăрлăхĕсене чăтайманнисем уйрăлаççĕ. Хăшĕ-пĕрин темиçе уйăх пĕрле пурăннă хыççăнах çулĕсем пайланса каяççĕ. 40 çултан иртнисем те çак утăма тума пуçларĕç.
_ Мăшăрсем мĕнле сăлтавсене пула ытларах уйрăлаççĕ?
_ Арçынсем эрех-сăрапа иртĕхнипе, ỹсĕрĕлсен килĕсенче хирĕçнипе, укçа-тенкĕ паманнипе хĕрарăмсем пăрахса каяççĕ. Çавăн пекех юлашки çулсенче мăшăртан пĕри е иккĕшĕ те инçет хуласене ĕçлеме çỹреççĕ. Ют тăрăхра урăххисемпе çывăхланса каякансем, çемйине пăрахакансем те пур. Кун пек чухне пĕрле нумай çул пурăннисем те уйрăлса каяççĕ. Шапашсене çỹрекенсем хушшинчех тăван ене таврăнсан арăмĕсене кĕвĕçсе хĕнекенсем те çителĕклех. Айăпсăр çĕртен никамăн та кăвак пит-куçпа çỹрес килмест, ирĕксĕрех урăх пурнăç пуçлама тивет. Упăшкисене ĕçме пăрахтарас, çемье хакне туйма вĕрентес тĕллевпе те уйăрма ыйтса çыраççĕ. Ĕç-пуç йĕркеленсе кайсан заявленине каялла илеççĕ. Мăшăр хушшине ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен те кĕмелле мар. Пăянамăшĕ е аппăш-тетĕшĕ кинне юратманнипех çывăх çыннин телейне таптаççĕ. Манăн практикăра çак сăлтава пула темиçе çемье те саланчĕ.
_ Уйрăлма шухăшланă çыннăн сирĕн пата мĕн-ле документсемпе килмелле тата ыйтăва тỹрех тивĕçтеретĕр-и?
_ Пирĕн пата килекенĕн çумĕнче мăшăрлантарнине ĕнентерекен свидетельство, паспорт, ачасен (пур пулсан) çуралнă хучĕсем тата патшалăх пошлинине тỹленĕ квитанци кирлĕ. Уйрăлу та, мăшăрлану пекех, яваплă утăм. Çавăнпа та эпир 1-3 уйăх таранах тĕплĕ шухăшласа пăхма вăхăт паратпăр. Упăшкипе, арăмĕпе уйрăмшарăн калаçатăп, ачасем пирки ыйтса пĕлетĕп. Ашшĕ-амăшĕ уйрăлни пепкисен чунĕнче тарăн йĕр хăварать, аслисен çакна та шута илмелле. Çемьере килĕшỹ, ăнлану малтанхи кунранах пулмасан, пĕр вĕçĕм харкашсан çамрăклах уйрăлмалла. Ачасем çак процеса пысăкланнăçем йывăртарах чăтса ирттереççĕ. Ашшĕ амăшне хĕненине курса ỹсекен хĕр ачан е арçын ачан чĕринче курайманлăх туйăмĕ çуралас, çут тĕнче парнеленĕ çынна хирĕç преступлени тăвас хăрушлăх пур. Хĕрарăм та тарăхса çитнипе ĕмĕрлĕх йăнăш туса хума пултарать. Арăмĕ упăшкине çĕçĕпе е шĕвĕр ытти япалапа чикнĕ тĕслĕхсене нумайăшĕ илтнĕ-тĕр.
_ Решит Энвербикович, уйрăлма шухăшланă мăшăрсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
_ Яваплă утăма тăвиччен 7 виçĕр те пĕрре касăр. Мăн кăмăллăх пирки манăр. Шăпах çак туйăм тĕрĕс йышăну тума чăрмантарать. Ачăрсем пирки шухăшлăр. Вĕсене ашшĕ те, амăшĕ те кирлине ас тăвăр.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)