09 апреля 2014 г.
Федя _ саккăрмĕш класра вĕренекен ача. Лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Пĕрле ăс пухакансем ăна хисеплеççĕ. "Çамрăксемпе _ çамрăкла, ватăсемпе ватăлла калаçать", _ теççĕ ун пирки ялта та.
Пилĕк çулта чухнех арçын ача амăшĕсĕр тăрса юлнă. Çавăн чухне пĕрремĕш хут нимĕнле хуйхă умĕнче те куççуль кăларман ашшĕ йĕнине курчĕ. Çур сăмахранах ăнланатчĕç-çке вĕсем пĕр-пĕрне.
Хуйхăн тарăн суранĕсем сипленсе çитсен Петр, Федьăн çывăх çынни, кил-çуртра хĕрарăм алли çитменнине ăнланчĕ. Ача ашшĕн апат та пĕçермеллеччĕ, япалине те çумаллаччĕ, çав вăхăтрах арçын ĕçне те тумаллаччĕ. Вăл тепре авланчĕ. Федьăн çĕнĕ амăшĕ Наташа ятлă. Тăван мар ывăлне нихăçан та выçă çỹретмест, япалисем те ялан таса.
Темиçе çул пĕрле пурăннă хыççăн Федя Наташăн пурнăçĕнче пысăк хуйхă пулнине ăнланчĕ. Хĕрарăм час-часах арçын ача çине пăхса ассăн сывласа илет. Хушăран шухăш авăрне путать. Федьăн ырă чунлă хĕрарăм мĕншĕн хуйхăрнине пĕлес килчĕ. Çамрăк чĕре пурне те хăвăрт сисет çав.
Пĕррехинче çапла, вырсарни кун, çамрăк каччă тăчĕ, тумланчĕ, вырăнне пуçтарчĕ, çăвăнчĕ те ама çурипе пĕрле апат çиме ларчĕ. Наташа Федьăран вĕренỹ пирки ыйтса пĕлчĕ:
_ Федя, ку эрне мĕнле иртсе кайрĕ? Аванах-и?
_ Йĕркеллех, Наташа аппа, _ хуравларĕ йĕкĕт (вăл Наташăна ниепле те "анне" тесе чĕнеймест).
Урăх вĕсем калаçмарĕç: арçын ача яшка çирĕ, хĕрарăм ним калама та пĕлмерĕ.
_ Наташа аппа... _ сăмах хушрĕ ача.
_ Калаç, Федя.
_ Мана эсир ялан тунсăхлă çỹрени пăшăрхантарать.
_ Федя, эсĕ мана хисепленине эпĕ тахçанах сиснĕ. Манăн хуйха эсĕ те туйса илнĕ иккен... Чĕрене тахçанах çиекен вăрттăнлăха уçса парăп. Аçупа, Петрпа, паллашиччен манăн та çемье пулнă. Санпа пĕр çулти ывăлăм кашни кун мана савăнтаратчĕ. Вăл та Федя ятлăччĕ, сан пекех лайăх вĕренетчĕ...
_ Наташăн куçĕнчен йăлтăркка тумлам юхса анчĕ.
_ Анчах та... Эпĕ хамăн анне патне хăнана кайнăччĕ. Киле таврăнмалла чухне Федьăпа ашшĕне хама килсе илме ыйтрăм. Ун чухне тăман алхасатчĕ, çул пăрлăччĕ. Пирĕн машина çине КамАЗ пырса кĕнĕ. Икĕ çывăх çыннăм ман пиркиех çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç, _ терĕ те Наташа ĕсĕклесех йĕме тытăнчĕ.
Федьăн та куçĕ шывланчĕ.
_ Ăнлантăм, эпĕ йăлтах ăнлантăм, аннеçĕм, _ сăмах хушрĕ пĕр чĕнмесĕр тăнă хыççăн Федя.
Т. КУРЧИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)