16 апреля 2014 г.
Патăрьел йăлăмĕнчи "Исток" агрофирмăн сỹреленĕ анисем аякранах хуп-хура курăнса выртаççĕ. Пăхсан _ чун савăнать. Сỹре лекнĕ лаптăкри çĕр те çăмăлрах сывланăн туйăнать. Умлăн-хыçлăн пыракан тракторсем гектар хыççăн гектар хыçа хăвараççĕ. Руль умĕнче ларакан А. Яковлевпа Н. Соловьев механизаторсем акана пĕрремĕш çул кăна мар хутшăнни тỹрех сисĕнет: тỹрĕ пынă чухне хăвăртлăха ỹстереççĕ, çаврăнмалли тĕле çитсен _ чакараççĕ. Канмалла чарăннă вăхăтра вара сỹре шăлĕсене çỹп-çапран тасатса яраççĕ.
Хурçă "утсене" сахăр кăшманĕ тата çĕр улми çитĕнтерме палăртнă анасенче те курма пулать. Вĕсем вăрлăхсене никĕсе хывиччен тăпра пулăхлăхне пуянлатас тесе пĕр гектар пуçне 3 центнер удобрени сапаççĕ.
_ Нумай çул ỹсекен курăксен анинче нỹр тытса хăвартăмăр. Халь техника кĕрхи çĕртме уйĕнче тăрăшать: 180 гектарта сỹреленĕ. Планпа 1400 гектар. Çанталăк лайăх тăрсан паян-ыран акма та тухатпăр. Канмалли кунсенче тăпра мĕнле ĕлкĕрнине тĕрĕс-лерĕмĕр, сивĕрех пулнипе кăштах тăхтас терĕмĕр, _ тет Д. Ерофеев тĕп агроном.
Хуçалăхра кăçал 300 гектар сахăр кăшманĕ, 200 гектар çĕр улми, 1000 гектар çурхи пĕр-чĕллĕ культурăсене акма-лартма палăртнă. Çавăн пекех сенаж хатĕрлеме пĕр çул ỹсекен курăк лаптăкĕ _ пăрçа, сĕлĕ, урпа хутăшĕ _ 150 гектар йышăнĕ.
Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене имçамласа никĕсе хываççĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă ушкăн халь шăпах йĕтемре тулла хурт-кăпшанкăран тата чир-чĕртен хỹтĕлесе "ламадор" препаратпа хутăштарать. Наркăмăшлакан "ПС _ 20" агрегата А. Носов тĕплĕн пăхса тăрать.
Треньелĕнче вырнаçнă çĕр улми хранилищинче те ĕç шавĕ тăрать. Кунта "иккĕмĕш çăкăр" вăрлăхне яровизацине кăлараççĕ.
. ПАВЛОВА.
Уй-хир хыпарĕсем
Районĕпе 210 гектар кĕрхи çĕртмене, 670 гектар нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ;
1374 гектар кĕрхи культурăсене, 300 гектар нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнă;
482 тонна пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне имçамланă; 3340 тонна çĕр улми яровизацине кăларнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)