АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çула _ шанчăклă техникăпа

16 апреля 2014 г.

Хальхи вăхăтра Гостехнадзорăн районти инспекцийĕнче 1200 техникăна шута илнĕ: 878-шĕ _ трактор, 188-шĕ _ прицеп. Вĕсене пурне те çулталăкра пĕрре тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Хаçатра нумай пулмасть çеç ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчи тракторсене тата кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене мартăн 26-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен графикпа килĕшỹллĕн хатĕррисен ретне тăратмалли пирки пĕлтернĕччĕ. Ятарлă комисси халь шăпах ял тăрăхĕсенчи уйрăм çынсен тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчи хурçă "утсене" тата прицепсене тĕрĕслесе çỹрет. Паянччен 300е яхăн транспорт çула тухма ирĕк паракан хута илме тивĕçнĕ. "Красное знамя", "Батыревский", "Весна", "Первомайск", "Малалла, "Исток", "Труд" хуçалăхсенче, улма-çырла питомни-кĕнче техника патне пысăк тимлĕх çуллененех çите-лĕклĕ уйăраççĕ. Вĕсенче кĕркуннех комбайнсене, сеялкăсемпе культиваторсене тĕплĕ хатĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах "Сидели", "Хастар", "Булинская", "Батыр" хуçалăхсенче, "Батыревская МТС" предприятинчи "утсен" ĕçлеме тухма юрăхлине ĕнентерекен документ çук.

_ Техникăсăр паян алăсăр-урасăр пекех. Ака, вырма ирттермелле е вăрмана каймалла _ яланах трактор кирлĕ. Анчах вĕсем çула тухма юрăхлă-и-ха? Тĕрĕсленисенчен хăшĕн-пĕрин руль управленийĕ лайăх ĕçлеменнипе е фарăсем йĕркеллĕ çутманнипе çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăлараççĕ. Инкек пĕрре пулать. Çакна темшĕн манатпăр. Механизаторсен те тухтăрсем патĕнче çулленех пулмалла, _ тет Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ И. Васильев.Апрелĕн 9-мĕшĕнче комисси Çĕньял ял тăрăхĕнче пулчĕ. Кунта уйрăм çынсен 28 трактор пур. Анчах пурте килмен. Администраци умне пухăннисем хăйсем çỹрекен хурçă "утсене" юсанă, сăрланă. 18-шĕ çула тухма ирĕк паракан хута илчĕç.

Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче те тĕрĕслеве лайăх хатĕрленнине палăртма кăмăллă _ кунта 38 трактортан 20-шĕ хатĕррисен ретĕнче.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика