АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Активлă хутшăнчĕç

16 апреля 2014 г.

Республикăра "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке" вулакансен конкурсне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Унăн тĕллевĕ _ кĕнеке патне интерес çуратасси, чăваш литература деятелĕсен чи лайăх произведенийĕсене палăртасси. Конкурс пуçаруçи _ республикăри Культура министерстви. Ăна наци библиотеки, писательсен союзĕ, Чăваш кĕнеке издательстви йĕркелесе пыраççĕ.

Хальхи конкурса 2012 çулта пичетленсе тухнă 184 кĕнекене кĕртнĕ. Вĕсенчен 59-шĕ районти вулавăшсенче пур. Çав шутра пирĕн ентешсен _ Марина Карягинан, Юхма Мишшин, Николай Кушмановăн, Людмила Сачкован, Людмила Сорокинан _ кĕнекисем те.

Районти 31 библиотекăра пычĕ конкурс. Çак ĕçе тĕп вулавăш ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Чăвашла чи лайăх вуланакан кĕнеке Улькка Эльменĕн "Упраймарăм сана..." пулчĕ. Поэзи жанрĕнче Н. Кушмановăн "Йăмра кашлавĕ" палăрчĕ. Ача-пăча "Вăрманти ташша" кăмăлларĕ.

Халăх библиотекăсенчен писмен-ха. Кĕнеке вулама юратакансен карточкисене тишкерни те çакна çирĕплетет. Акă Турханти вăтам шкулта 7 класра вĕренекен М. Алексеева 121 кĕнеке вуланă. Шăхач ял библиотекине çỹрекен 69 çулхи Н. Вашуркина 91 кĕнеке илнĕ.

Республика шайĕнчи конкурспа килĕшỹллĕн районти тĕп библиотекăра Юлия Силэм кĕнеки тăрăх вулакансен конференцине ирттернĕ. Унта автор хăй те хутшăнчĕ. "Упраймарăм сана" произведенипе Анат Туçари, Тăрăнти, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи, Кивĕ Ахпỹртри, Ишлĕри, Треньелĕнчи, Çĕньялти, Турханти библиотекăсемпе Красномайскинчи тата Вăтаелĕнчи библиотека пункчĕсенче паллашнă. Вĕсенче те кĕнекене сỹтсе явасси хĕрỹллĕ иртрĕ.

Кивĕ Ахпỹртри, Аслă Чементи, Çĕньялти, Вăтаелĕнчи вулавăшсенче Н. Петровскаян "Тухатмăш" кĕнеки тăрăх вулакансен тишкерĕвне ирттернĕ.

Çĕнĕ Ахпỹрт ял библиотекинче Л. Сачкован "Çеçенхирти ир" презентацине тунă. Кивĕ Ахпỹртри вулавăшра А. Растворцевăн "Хранители очага" кĕнеки тăрăх калаçу ирттернĕ.

Конкурс вăхăтĕнче 126 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 2285 çын хутшăннă, 284 çĕнĕ вулакан вулавăшсене çырăннă, пурĕ 9114 кĕнеке панă. Кĕнекесем те, хаçат-журнал та сахал мар килет библиотекăсене. Вĕсемпе халăх усă куртăр тесе тăрăшаççех библиотекарьсем, çĕнĕрен-çĕнĕ конкурссем, мероприятисем ирттерсех тăраççĕ. Çỹлерех палăртни вĕсенчен пĕри çеç.

Н. ИСАЕВА, районти тĕп библиотека директорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика