АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем чуна çĕклетĕр

16 апреля 2014 г.

Акă каллех манăн чи юратнă вăхăт _ çуркунне _ çитрĕ. Çут çанталăк тарăн ыйхăран вăранни, тавралăх чĕрĕлни, йывăç-курăк симĕсленни чуна хăпартлантарать, пурăнма вăй-хăват хушать.

Анчах юр ирĕлсе пĕтме пуçласанах унта-кунта тĕрлĕ çỹп-çап йăваланса выртнине асăрхатăн та кăмăл хуçăлать. Ял хушшипе утса тухас пулсан мĕн кăна йăваланса выртнине курма çук-ши? Çак "пуянлăх" пĕри те пĕлĕтрен ỹкмен. Тасамарлăхшăн, паллах, чи малтан хамăр айăплă. Эпир ытла та тирпейсĕртен, çăмăлттай шухăшлă пулнăран çут çанталăк çапла тасамарланать. Шел те, пиртен чылайăшĕ çỹп-çапа ăçта килнĕ унта вăркăнтарать, ун хыççăн тепри, виççĕмĕшĕ... Пухăнсах каять вара. Хăш-пĕрисене хăйсен çурчĕ умне тĕрлĕ ăпăр-тапăра тăкнине темиçе те курнă. Çĕр улми аврине, çĕрнĕ пахча-çимĕçе, выльăх айĕнчен илсе тухнă тислĕке те çын çỹрекен вырăнах, куç умнех тухса ывăтаççĕ. Çакна мĕнле ăнланма пулать-ши? Нивушлĕ хăйĕнпе юнашар пурăнакан кỹршисем тип-тирпейлĕ пурăннине асăраса намăсланма та пĕлмест? Çавнашкал тирпейсĕр хуçалăхлă çынсем хăйсене хăйсем те хисеплемен пек туйăнать.

Ака уйăхĕнче йăлана кĕнĕ Экологи хăрушсăрлăхĕнчен сыхланмалли Пĕтĕм Раççейри кунсем пуçланчĕç. Çак кунсен тĕп тĕллевĕ _ çут çанталăка сыхлассине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисене тата нумайрах йĕркелесси, халăха ытларах хутшăнтарасси. Унсăр пуçне çулталăкне икĕ хут Йывăç кунĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ _ çынсене кăмăл-сипет тата экологи воспитанийĕ парасси, республика территорине тирпейлесси тата симĕслетесси.

Ман шутпа, çакăн пек мероприяти ирттерни тăван çĕре лайăхлатса илемлетме май парĕ, çынсене çут çанталăка юратма тата хаклама вĕренмешкĕн пулăшĕ. Хăш-пĕр çыншăн йывăç лартасси ырă йăлана çаврăннă тесен те йăнăш пулмĕ, çулсеренех вуншар йывăç-тĕмĕ лартса хăвараççĕ, пăхса, сăнаса тăрса çитĕнтереççĕ.

Шел, пиртен чылайăшĕ укçасăр пĕр утăм та тăвасшăн мар-çке. Ырă мар çак енрен хăçан хăтăлăпăр-ши? Йывăç лартни хамăршăн-çке, пулас ăрушăн. Пуррине те упрамасан ун валли мĕн юлĕ?

Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшỹре пурăнать, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ тулăхрах та пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ỹстерет. Тыр-пул, пахча-çимĕç, улма-çырла, сиплĕ шыв, мăйăр-кăмпа, вутă-шанкă _ пурте çут çанталăк пурлăхĕ, çынна вăй-хăват паракан ырлăх. Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кỹрет, хуйха-суйха сирет.

Вырăссен паллă писателĕ çут çанталăк тусĕ, М.Пришвин, çапла çырнă: "Эпир _ çут çанталăк хуçисем. Çут çанталăк вара хĕвел туса хатĕрлекен, эпир пурнăçра усă куракан мул кĕлечĕ. Çав мула сыхлани кăна çителĕксĕр, унпа тĕрĕс усă курма пĕлес пулать". Питĕ вырăнлă, вĕрентсе калакан витĕмлĕ сăмахсем. Витĕр куçлă, пысăк туйăмлă çын кăна тăван тавралăха кашни утăмрах сăнать. Пурте тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума пултараççĕ-и-ха? Çук. Çут çанталăка юратма вĕрентессине мĕн пĕчĕкренех пуçламалла.

Эпир шкулта ку енĕпе тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Çак темăпа çыхăннă произведенисем кашни класрах пур. Вуласа пĕтернĕ хыççăн яланах тăван тавралăха упрасси çинчен калаçу ирттеретпĕр, вĕсен шухăшĕсене пĕлес тесе сочиненисем çыртаратпăр. Çулсеренех йывăç лартасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Шкул таврашне тирпейлĕхре тытатпăр, кашни ушкăн ачан ятарлă лаптăк вырăнĕ пур, çавна пăхса тăраççĕ, варалама памаççĕ. Ял çывăхĕнчи çăл куç тавра та тирпейлесех тăраççĕ. Ачасем çут çанталăк илемне курма пĕлни савăнтарать. Тăван тавралăха ăнланни çынна иксĕлми хăват, хавхалану кỹрет, вĕренекенсене ĕмĕтленме çунат хушать. Çавăнпа та хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан хамăра та сăвап пулĕ. "Пурнăçа юратса эп ĕçлетĕп кунта, çĕр çинче ман юлать ырă ятăм", теме пултарччăр пирĕн ачасем.

С. КУЛАКОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика