12 апреля 2014 г.
РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ача правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси профилактика субъекчĕсемпе пĕрле тăтăшах вырăнсенче пулса тимлĕх кирлĕ çемьесен пурнăçне, лару-тăрăвне тĕпчет, кирлĕ пулăшусем парать. Хальхинче унăн членĕсем Çĕньял тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи ăнăçсăр тата хăйсен хỹтлĕхне усрав ачасем илнĕ вун пĕр çемьене çитнĕ.
Пĕрлехи рейдран çапла пĕтĕмлетỹ тума пулать: çичĕ ютра ăшăлăх тупнă пепкесем пурте лайăх условисенче çитĕнеççĕ, воспитани илеççĕ. Ăнăçсăр çемьери пĕр ача амăшĕ тĕрĕс çул çине тăрса эрех ĕçме пăрахнине те ырламалла. Комиссин çак ыйтупа маларах нумай тимлеме тивнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)