12 апреля 2014 г.
Апрелĕн 7-мĕшĕнче район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пай начальникĕсемпе, предприяти-организаци, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе анлă лару ирттерчĕ. Кун йĕркинче паянхи çивĕч ыйтусем: çурхи çар призывĕ; инвалидсене тата ачасене каникулта ĕçе вырнаçтарасси; çуркуннехи тата çуллахи тапхăрти пушар хăрушсăрлăхĕ...
Кăçал çурхи призывра Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи 105 каччăна повестка парĕç. Пĕрремĕш парти май çурринче çула пуçтарăнĕ. Шел пулин те, çар ретне тăрассинчен тарса çỹрекенсем те пур: пирĕн тăрăхран кăна 33-ĕн! Тăван çĕр-шыва сыхлассинчен пĕр сăлтавсăр пăрăнакансем хăйсен çулнех пỹлеççĕ. Уйрăммăн илсен патшалăх тата муниципалитет органĕсене ĕçе илмĕç.
Çар комиссариачĕн пай начальникĕ П. Васюков çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Акă, салтаксен ячĕпе, хăйсем ирĕк парсан, электрон учет карттине уçаççĕ, йăлара кирлĕ япаласемпе туллин тивĕçтереççĕ.
Çуллахи каникулччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем республикăри тата ун тулашĕнчи, шкулсенче йĕркелекен лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетма пултараççĕ. Анчах аслăраххисен пушă вăхăта ăçта ирттермелле? Каннă вăхăтра çитĕнекен ăрăвăн шкул форми валли тата кăштах та пулин тыткаламалăх укçа та ĕçлесе илес килет-çке. Килти пахчара та тăрăшма май пур-ха, вăл вара ĕç стажне кĕмест. Çамрăксене вăй хумалли вырăн тупса парасси пирки организаци-предприяти ертỹçисен те шухăшламалăх пур. Унтан сусăрсене тимлĕх уйăрасси, ĕçпе тивĕçтересси пирки калаçрĕç.
Çуркунне çитнĕ май пур çĕрте те субботниксем ирттереççĕ: унта та кунта тĕтĕм мăкăрланать. Çỹп-çапа, типнĕ курăксене, хирти улăма çунтарнăшăн административлă явап тыттараççĕ. Çанталăк ăшăтнăçем пушар тухас хăрушлăх та ỹссе пырать. Кашнийĕн тимлĕхе ỹстермелле. Вăрмана е кỹлĕ хĕрне канма кайсан кăвайтсене сỹнтерсе хăварма манмалла мар.
Н. Глухов майăн 9-мĕшĕ, Çĕнтерỹ кунĕ, çывхарнине, палăксене тата вĕсен территорисене тасатса тирпейлемеллине аса илтерчĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)