12 апреля 2014 г.
Çĕр-шывăн аслă уявĕ _ майăн 9-мĕшĕ _ çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кашни çемьепе тенĕ евĕр çыхăннă Аслă Çĕнтерỹ уявне районта кирлĕ пек хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕн çумĕ В. Осипов ертсе пычĕ.
Ларура район центрĕнче совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнĕ ятпа йĕркелекен митинга ирттерсе ярас тĕллевпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç, кашни ĕçшĕн яваплă çынсене çирĕплетрĕç.
Ял тăрăхĕсенче вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсене, салтак арăмĕсене уяв ячĕпе маларах саламлĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)