АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт çумне çурт çĕкленет, Юхма Ен чечекленет

12 апреля 2014 г.

 Юлашки вунă çулта район центрĕ çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи аякри ялсем те чылай çĕнелсе улшăнчĕç: çурт çумне çурт çĕкленет, социаллă культура объекчĕсем çĕне-леççĕ, капăр шкулсем, садиксем хута каяççĕ. Ку вăл чăн малтанах район тĕрлĕрен программăсене хастар хутшăннипе, бюджет укçи-тенкине вырăнлă усă курнипе пулса пыраçть. 2014 çул валли тата планпа пăхнă 2015 -2016 çулсенчи район бюджечĕн 97,3 проценчĕ тĕрлĕрен 13 программăна пурнăçа кĕртнĕ çĕре кайни те çакнах çирĕплетет.

Акă, район инфрастуктурипе çыхăннă хăш-пĕр цифрăсемпе фактсем:

2013 çулта пирĕн районта 30,5 пин тăваткал метр пурăнмалли çурта ĕçе кĕртнĕ, нумай хваттерлĕ икĕ çурт хута кайнă;

пĕлтĕр Тутар Сăкăтĕнче 200 вырăнлă шкулпа 40 вырăнлă шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕ, район центрĕнче 78 ĕç вырăнлă бизнес-инкубатор, Хирти Пикшикре модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă;

çулталăк тăрăшшĕпе федераци тата республика программисемпе ялта пурăнакан 15 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă, вăл шутра тăххăрăшĕ _ çамрăк специалистсем;

районта пурăнакан 13 тăлăх ача хваттерлĕ, нумай ачаллă виçĕ çемье çуртлă пулнă; юлашки виçĕ çулта 376 вăрçă ветеранĕпе çемйисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, 25 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвне илнĕ, Чернобыльти атом электростанцинчи аварие пĕтерме хутшăннă пĕр участнике тỹлевсĕр хваттер панă;

нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе çыхăннă республика программипе Туçара пĕр çурта, Патăрьелĕнче виççĕшне (6,7 миллион тенкĕлĕх) йĕркелесе сăн кĕртнĕ;

çĕнĕ урамсене электрификацилемелли программăпа иртнĕ çул районти вунă ял тăрăхĕнчи 18 урама çутăпа тивĕçтернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика