АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спайс хçрушç чир пуăлать

19 апреля 2014 г.

 Наркоманипе токсикомани _ хăрушă чирсем. Вĕсем çыннăн тĕп нерв системине, сывлăхне аркатакан япаласене усă курнипе пулаççĕ. Çав шута наркотиксем, йăлара усă куракан хими препарачĕсем тата ыттисем те кĕреççĕ. Вĕçĕ мĕнле пуласса никам та маларах шутламасть: малтанлăха тутанса пăхасшăн. Паянхи кун наркоманипе токсикоманирен сиплемелли мелсем çук. Халĕ çамрăксене "Спайс" хутăшĕсем сĕнеççĕ. Çитĕнекен организмшăн вăл питех те хăрушă. Спайс _ туртмалли курăксен хутăшĕ. Марихуанăпа пĕрешкелрех япала. Ăна сутакансем япăххине каламаççĕ. Ырă шăршăллăскер сиенсĕр пекех туйăнать пулас. Анчах вăл сывлăха пысăк сиен кỹрет. Ăна усă курсан юн пусăмĕ хăпарать, ăс-тăн чакать, тимлĕх çухалать.

Туртмалли хутăшсен эффекчĕ наркотиксемпе усă курнă чухнехи евĕрлех. Спайса усă курнă çын канăçсăрланать, мыщцăсем хытма пултараççĕ, сывласа илесси улшăнать. Арçынсен потенци чакать, хĕрарăмсен менструаци аташса килет. Ача çуратайманнин сăлтавĕ те пулма пултарать вăл.

2010 çулта ирĕклĕн сутакан туртмалли çак хутăшсене наркотик тесе йышăннă. Халĕ вĕсене саракансене явап тыттараççĕ. Апла пулин те вăрттăн сĕнеççĕ: вĕренỹ заведенийĕсенче, каçхи клубсенче, дискотекăсенче... Тăтăш усă куракансем унран хăпаймаççĕ. Врач-нарколог çеç вĕсене кирлĕ пулăшу пама пултарать. Туртмалли хутăшсене усă куракан хăйĕншĕн çеç мар, ун çывăхри çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Хăй çине хăй алă хурасси патне çитеççĕ вĕсем. Спайса пĕр хут усă курсанах çыннăн тимлĕхĕ çухалать. Сывлăх, çамрăклăх, юрату, юлташсем çинчен шутлама пăрахать вара. Пĕр çул-йĕр _ наркоман пулмалла мар. Наркотик тутанса пăхасси пуçа ан кĕтĕр. Канашлама 6-16-46 шанăç телефонĕпе усă курма пултаратăр.

Н. НАДИНА, врач-нарколог

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика