АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТ ВЕТЕРАНĕ ЯЧĕПЕ

19 апреля 2014 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта В. Аксакова асра тытса шашка фестивалĕ иртрĕ. Турнира малтан 1-4 классенче вĕренекенсем пуçларĕç. Чи пултарулли Н. Лаврентьев пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче _ А. Андреев. Виççĕмĕш вырăна Е. Ефимов тухрĕ. Хĕр ачасенчен Т. Павлова, Н. Иванова, А. Мулендеева çĕнтерчĕç.

5-8 классенчен М. Селиванова чи пултарулли пулчĕ. К. Шаймановапа В. Адикина ун хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен А. Николаев чи лайăх вылярĕ. Ун хыççăнхи приза В. Ильин çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшне харăсах иккĕн _ И. Юмановпа В. Левин тухрĕç.

Аслă классем хушшинче чи вăйлă шашист М. Краснов пулни палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна А. Табаков, виççĕмĕшне В. Сергеев йышăнчĕ. Хĕр ачасенчен çак тупăшура Е. Авинова, А. Михайлова, Н. Никандрова çĕнтерчĕç.

Аслисенчен Н. Авинова _ чи харсăрри. Ун хыççăнхи призсене Т. Кузьмина, Т. Калашникова илме тивĕçрĕç. Арçынсенчен чи ăста вылякан шашист Н. Афанасьев пулчĕ. Иккĕмĕшне Ю. Авинов, виççĕмĕшне И. Иванов тухрĕç. Турнирта чи пултаруллă шашиста та палăртрĕç. Вăл Тикешри В. Антонов пулчĕ.

В. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика