АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейболпа _ республика чемпионĕсем

19 апреля 2014 г.

 Çĕнĕ Шупашкарти республикăри шкулсем хушшинче волейболла выляса мала тухас енĕпе пыракан IV-мĕш чемпионатăн финалти вăййисем иртрĕç. Унта пирĕн район чысне хỹтĕлекен Туçари вăтам шкул команди çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Вăййа Леонидпа Николай Мулюковсем, В. Тестов, А. Астраханцев, А. Артемьев, Д. Плечов, Н. Щербаков, К. Перепелкин, П. Кузнецов хутшăнчĕç.

Маларах Туçасем Канаш районĕн командипе вылярĕç. Вăйă пирĕннисем çĕнтернине вĕçленчĕ. Çак тупăшу хыççăнах яллă вырăнсенчи шкулсем хушшинче çĕнтерỹçĕ команда пулчĕç вĕсем.

Хуласем хушшинчи тупăшура вара Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарсен командисем вăй виçрĕç. Кунта Шупашкарсем çĕнтерчĕç. Хуласем хушшинчи вăйăсенчен финала тухнă Шупашкарти пĕрремĕш гимнази спортсменĕсене вара Туçасем çăмăллăнах парăнтарчĕç. "Малтан пирĕнпе тупăшакансем чылай лайăх выляссăн туйăнчĕ. Эпир те çухалса каймарăмăр. Пĕр-пĕрне ăнланса выляса çĕнтерỹçĕ пултăмăр", _ хăйĕн савăнăçне пы-тараймасть команда капитанĕ А. Козлов.

Çĕнтерỹçĕсене республикăри спорт министрĕ С. Мельников, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри волейбол федерацийĕн вице-президенчĕ Ю. Кислов, Çĕнĕ Шупашкар администраци пуçлăхĕ А. Сироткин саламларĕç.

Командăна вăйăсене В. Козлов физкультура учителĕ хатĕрленĕ. Çĕнтерỹçĕсем куçса çỹрекен кубок илни, министерство грамотине тивĕçни, волейболпа республика чемпионĕсем пулни савăнтарать.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика