19 апреля 2014 г.
Халăх шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр (ВЦИОМ) çак кунсенче Раççей Правительствин министрĕсен ĕçĕсен пахалăхне хаклакан рейтингпа паллаштарнă. Раççейре пурăнакансем юлашки уйăхсенче РФ Правительствин пĕтĕм членĕн ĕçне пысăка хурса хаклама пуçланă. Нумайăшĕн рейтингĕ çулталăк çурăра самаях ỹснĕ. Çакă министрсен ят-сумĕ хăвăрт ỹссе пынă май аутсайдерсен позицийĕсем те чакнă.
Халăх ырлакан министрсенчен пĕри _ Сергей Шойгу. Унăн рейтингĕ виçĕ уйăхра 4,06-ран 4,42 бала çитнĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Сергей Лавров, Раççейре пурăнакансем унăн ĕçне пуçласа "тăваттăран" пысăкрах хак панă (4,24). Виççĕмĕш йĕркере _ Владимир Пучков (3,76).
Пĕчĕк рейтинглă министрсен йышĕнче _ Чăваш Ен Президенчĕ пулнă Николай Федоров, паянхи кун Раççей Ял хуçалăх министерствине ертсе пырать. Вăл 2,89 кăтартупа аялтан виççĕмĕш вырăнта. Раççей гражданĕсем Ял хуçалăх министерствин ертỹçин ĕçĕ пирки пĕлни-пĕлменнине çирĕплетекен цифрăсем те ырă шанăç кỹмеççĕ. Респондентсен 63 проценчĕ "Унăн ĕçĕ çинчен нимĕн те илтмен" тенĕ.
ВЦИОМ Пĕтĕм Раççейри ыйтăмсене 2014 çулхи пуш уйăхĕн 22-23 тата 29-30-мĕшĕсенче ирттернĕ. Раççейĕн 42 облаçĕнчи, крайĕсемпе республикисенчен 130 ял-хулинчи 1600 çынран ыйтса пĕлнĕ. Статистика йăнăшĕ 3,4 процентран пысăк мар.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)