АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв _ пирĕн сывлăх

19 апреля 2014 г.

Шыв _ çут çанталăкăн чи пысăк пуянлăхĕ. Вăл çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна та, ỹсен-тăрана та кирлĕ. Ĕçмелли шыв радиаци шайĕпе, ерекен чирсен микробĕсем çуккипе, хими составĕпе сиенсĕр пулмалла. Çавăн пекех унăн шăрши, тĕсĕ, тути пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пирĕн районта пурăнакансем ытларах пусăпа усă кураççĕ. Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Патăрьел филиалĕнче вăй хуракансем çăл куçсене пăхсах тăраççĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра 26 тĕрĕслеврен виççĕшĕнче бактерисен хисепĕ пысăккине тупса палăртнă. Шыв пахалăхĕ пусă ăçта вырнаçнипе те çыхăннă. Санитари правилисен нормипе килĕшỹллĕн, вăл выльăх-чĕрлĕх сарайĕнчен, туалетсенчен, тислĕк куписенчен, удобрени склачĕсенчен 50 метр, магистраль çулĕсенчен 30 метр айккинче пулмалла.

Пурана вырнаçтарнă хыççăн 2 метр тарăнăш, 2 метр сарлакăш тăм "замок" тумалла. Пусă йĕри-тавра 2 метр радиуспа бетон сармалла, карта тытмалла. Çывăхра автомашинăсене çума, выльăх-чĕрлĕх шăварма, кĕпе-йĕм чỹхеме юрамасть. Çак йĕркесене пăхăнсан кăна пурте лайăх пулать.

Районти хăш-пĕр хуçалăхсенче шыв пăрăхĕсене, артскважинăсене япăх пăхса тăраççĕ: картасем çĕмрĕк, ĕнесем, сурăхсем е ытти чĕр чунсем ирĕккĕнех çỹреççĕ. Çывăха çуртсем, мунчасем лартаççĕ.

Ял хуçалăх предприяти ертỹçисен, ял тăрăх пуçлăхĕсен çỹлерех асăннă тĕслĕхсенчен пĕтĕмлетỹ тумалла. Санитарипе гигиена правилисене пурнăçламасан шыв çынсемшĕн хăрушă чир сăлтавĕ пуласси пирки манмалла мар.

О. ИВАНОВА, Роспотребнадзор специалисчĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика