АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă уява кĕтсе илме хатĕрленер

19 апреля 2014 г.

 Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансемшĕн ыран, апрелĕн 20-мĕшĕнче, Савăнăçсен савăнăçĕ, Праçниксен праçникĕ _ Мăнкун. Çак ятпа Туррăмăра юратнă преосвященный архиерейсене, хисеплĕ тỹрĕ пурăнакан священниксене, диакăнсене, Турра юратакан иноксемпе инокинясене, юратнă, хаклă тăвансене Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл, Шупашкарпа Чăваш Республикин митрополи пуçлăхĕ Варнава районти кашни чиркỹ прихутнех салам сăмахĕсем янă. Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹри Петр протоиерей çырусене чăвашла куçарнă. "Мăнкун вăл ваттисем авалхи тĕлĕнмелли ĕçсем пирки илемлĕ каласа хăварнă сăмах-юмах мар, этем ăсĕпе турă çинчен шухăшласа кăларнă сăмахсем те мар, тахçанхи-авалхи халăхăн йăли-йĕркине хисеплесе пурнăçлани те мар. Вăл Христоса ĕненекенсен никĕсĕ, тымарĕ пулать. Вăл _ пирĕн валли Турă панă çĕнтерỹ",_ тенĕ çырура.

Христос Чĕрĕлсе тăнă çутă кун, ĕненекенсен чунĕсем Пултаракана тав тăвас кăмăлпа тулаççĕ. Эпир, Мăнкун уявне чысласа праçник туса, хамăрăн пурнăçăн çĕнĕ пайне тытăнатпăр пек, мĕншĕн тесен Чĕрĕлнĕ турă этемсен ỹтне çĕнетет, тĕрĕсленисене тĕреклĕх парать, ырă ĕçсем тума пулăшать.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика