26 апреля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев апрелĕн 22-мĕшĕнче Мускавра Раççейре Культура çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн ларăвне хутшăннă. Унта Культура çулталăкĕн тĕп мероприятийĕсен планне мĕнле пурнăçланине, çав мероприятисене информаци енĕпе тивĕçтерес ыйтусене сỹтсе явнă. Вăл культура çулталăкĕ республикăшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă. "Чăваш Ен _ Раççейĕн питĕ илемлĕ те пуян кĕтесĕ.
Вăл иксĕлми нефтьпе е газпа, ылтăнпа е алмазсемпе мар, хăйĕн илĕр-тỹллĕ çут çанталăкĕпе, авалхи историйĕпе, хăйне евĕрлĕ культурипе, çирĕп йăли-йĕркипе, ĕçчен, уçă кăмăллă çыннисемпе пуян", _ тенĕ Михаил Васильевич. Вăл çавăн пекех республикăра 2014 çулта культура сфери валли мĕн пур çăл куçран 1,5 млрд тенкĕ уйăрассине палăртнă. Ку пĕлтĕрхинчен 10 процент нумайрах. Кăçал пурнăçламалли мероприятисен тĕп пайĕ патшалăхăн культура учрежденийĕсене реконструкцилессипе, вĕсен техника хатĕрĕсене çĕнетессипе, ачасен искусство шкулĕсене музыка инструменчĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕр _ Чăваш Енĕн историпе культура еткерлĕхне упраса хăварасси, мĕншĕн тесен вăл гуманизм хаклăхĕсене çирĕплетмелли никĕс кăна мар, ку туризма аталантарма пулăшнă май респубика имиджне, унăн инвестици илĕртỹлĕхне те йĕркелет.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)