26 апреля 2014 г.
"Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ", - тенĕ Г.Н.Волков ăсчах. Вăл сăмахсем ман чуна вырнаçнă. Çавăнпа юнашарах "Чăваш чĕлхи _ анне чĕлхи", тени те янăрать. Вăл чуна епле ачашлать, канăç кỹрет. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ку пуянлăха кашни халăх тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр нумай ĕмĕр тăрш-шĕ аталантарса, ỹстерсе пынă. Сĕм авалтан чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă.
Эпир тăван чĕлхепе калаçса хамăрăн шухăш-туйăма палăртатпăр, чуна уçатпăр, кăмăла çĕклет-пĕр, канăçлăх тупатпăр, тăван чĕлхе урлă халăхăн культурипе паллашатпăр, йăли-йĕркине ăша хывса пыратпăр. Тăван чĕлхе - халăх ывăл-хĕрĕшĕн чи çывăххи, чи илемли. Тăван киле, тăван çĕре, çывăх çынсене ас тутарса тăраканни те вăлах. Чăваш чĕлхи илемне кашнин туймалла.
Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕ кашни çын чунне ăшăтать тата кăмăлне çĕклет, ватта-вĕтте йăпатать, яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа пурăнма хавхалантарать. Çĕр çинче те, космосра та пĕр пекех хăватлăн, илемлĕн янăрать. Ман шутпа, тăван чĕлхене хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать. Чăваш чĕлхин тасалăхне упрасси чи малтанах çемье ăш-шинчен, атте-аннерен нумай килет. Ашшĕпе амăшĕ ачине чăвашла сăпка юррипе ỹстереççĕ пулсан, унăн ачашлăхне ача епле манма пултарĕ-ха. Мĕнле çепĕççĕн янăрать сăпка юрри! Нумайăшĕ вара пĕчĕкренех ачапа вырăсла калаçма хăтланать, ачан чĕлхине хуçать. Тен, малтан амăш чĕлхипе таса калаçма хăнăхтармалла. Ỹсерехпе ача хăех тĕрĕс çул суйласа илĕ. Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлте-рĕшлĕ пулни каламасăрах паллă.
Пĕчĕк чун ют чĕлхене ним ăнланмасăрах йышăнма пултарать. Ман шухăшпа, ку тĕрĕс мар. Тăван чĕлхе пулăшнипе эпир пурнăçа ăнланатпăр, çут çанталăк илемне курма хăнăхатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр, тавралăхри илемпе киленетпĕр. Тен, тăван чĕлхе ачашлăхне илтменрен, çепĕçлĕхне ăша хывманран пуль эпир çут çанталăка упрама та манатпăр.
Ĕлĕкхи ватăсем, "Пĕр йывăç касрăн пулсан - ун вырăнне виççĕ ларт" тенĕ. Çакăн пек ваттисен сăмахĕсем мĕн чухлĕ! Вĕсем никамăн та мар, чăвашăн кăна. Чăваш чĕлхине мантарма тăрăшнă ашшĕ-амăшĕ çак ăслă шухăша шута илмен пулĕ. Вăрмана кайсан мĕн чухлĕ ăпăр-тапăра асăрхатăн. Ĕлĕкхи чăваш çавăн пек хăтланман - ваттисен сăмахĕсене асра тытнă. Çакă кашни çынна пурăнма вĕ-рентнĕ çеç мар, йăнăш тăвасран та сыхланă. Ваттисен сăмахĕсем ăруран-ăрăва куçса пынă. Ашшĕ-амăшĕ хăй ачине пурнăçа вĕрентсе пынă май час-часах ăслă сăмахсемпе усă курнă. Ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем пур çыншăн та усăллă, тĕрĕс, тарăн шухăшлă та витĕмлĕ.
Хисеплĕ ỹсекен ăру! Чĕлхе вăл - нацин тĕп палли. Эппин, чăваш чĕлхине малалла аталантарасси пирĕн тата сирĕн тивĕç.
Тăван чĕлхене тĕл-левлĕн вĕрентес, чăвашлăха упрас тесе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Ку çеç, ман шухăшпа, çителĕксĕр. Йывăрлăхран ашшĕ-амăшĕ воспитани ĕçне ача пĕчĕк чухнех тĕрĕс туса пырсан тухма пулĕ.
Халăх юрри халăх пуянлăхĕ тетпĕр. Çак тупрана чăваш çынни пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, пĕр чĕптĕмне те çухатмасăр упраса пурăннă. Паян кун та чăваш халăх юрри мăнаçлăн та илемлĕн янăрать.
Халăх юрри ырă йĕркепе пурăнма вĕрентет. Ман шухăшпа, юрă-кĕвĕпе пурăнакан çын вăл пуян чун-чĕреллĕ, ырă шухăшлă. Халăхăн чунĕ хавшаман-ха. Чунĕ пур пулсан чĕлхи пĕтмест. Халăх чунĕ музыка, ỹнер, театр аталанăвĕнче лайăх курăнать. Чĕлхемĕр пулсан - эпир мăнаçлă.
Чĕлхемĕр пулсан - эпир пуян. Чĕлхемĕр пулсан - эпир хастар. Чĕлхемĕр пулсан - эпир патвар.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)