АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫРĂНТИ ХĂЙ ТЫТĂМЛĂХ КУНĕНЧЕ

26 апреля 2014 г.

 Вырăнти хăй тытăмлăх паянхи обществăн пĕлтерĕшлĕ институчĕсенчен пĕри пулнине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Йĕркеленнĕренпе кĕске вăхăт кăна иртрĕ пулин те вăл граждан обществипе экономика аталанăвĕнче, социаллă пурнăçра витĕмлĕ тỹпине хывма, влаç органĕсен рольне ỹстерме, халăхшăн ĕç-лесе сумлă ят çĕнсе илме ĕлкĕрчĕ.

2006 çулхи çу уйăхĕнче республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсем хăйсен пĕрлĕхне йĕркелерĕç. Унăн йышăнче республикăри 21 регионпа 5 хула округĕ, 291 ял тăрăхĕ. Тĕллевĕ: асăннă влаç тытăмĕн витĕмне ỹстересси, вырăнти ыйтусене пĕр-пĕрне пулăшса татса парасси. Çак тытăмра вăй хуракансем халăха хумхантаркан кашни ыйтушăн яваплă. Пур шайри влаç тытăмĕнче те хутшăнусем çирĕп, сакăр çул хушшинче вĕсем республикăри тата çĕр-шыври политикăпа экономика пулăмĕсене хастар хутшăннă.

Вырăнти хăй-тытăмлăх кунне кăçал иккĕмĕш хут паллă турĕç. Професси уявĕ ячĕпе влаç тытăмĕнче тăрăшакансене Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чысланă. Ĕçтешĕсене уявпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ, республикăн Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн ертỹçи Леонид Черкесов, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, чăваш парламенчĕн комитет пуçлăхĕ Николай Малов ăшшăн саламланă, малашнехи йывăр та пархатарлă ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем суннă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика