АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЗВИТИЕ ОБРАЗОВАНИЯ И НАУКИ

26 апреля 2014 г.

Шкул вĕрентĕвĕн тĕллевĕсенчен пĕри вăл тивĕçлĕ гражданин-патриотсем пăхса ỹстересси. Çавăнпа гуманитари предмечĕсене вĕрентесси çине тимлĕ пăхмалла. Литература, чĕлхе, истори енĕпе тарăн пĕлỹ парасси çеç сахал _ вĕренекенсен тавра курăмне анлăлатассине те мала хумалла.

Ку чухнехи ачасем Интернета пула пурнăçран юл-маççĕ, тĕрлĕ информаци илеççĕ. Вĕрентекенĕн те çак шая тытса пымаллах. Çитĕнекен ăрăвăн кашни ыйтăвне хурав памалла-çке. Çавăнпа та учителĕн пĕлỹ пухмачне куллен пуянлатса пымалла.

Истори тата обществознани учителĕсен районти пĕрлешĕвĕ педагогсен професси вĕрентĕвĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Унта улттăшĕ аслă, 21-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. Ларусенче уçă уроксене итленине сỹтсе яватпăр, тĕрлĕ ыйту хуравне тупатпăр. Историпе обществознани вĕрентес ĕçри малта пыракан опыта сарас тĕллевпе районта кăçал çеç икĕ мероприяти ирттернĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ку енĕпе канашлу пулнăччĕ. Г. Шалтынова вĕрентекен 8 класра панă уçă урока сỹтсе явнăччĕ.

Çĕнĕ вĕрентỹ технологийĕпе пулнă уçă уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисем Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкулти Н. Андреева, В. Шихранов, Н. Кошкина, Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулти В. Артемьев, Пăлапуç Пашьелĕнчи Л. Кузьмичева, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вĕренỹ учрежденийĕнчи М. Валиуллина, пĕрремĕш вăтам шкулти Ф. Хафизова та йĕркеленĕччĕ. Вĕсен ĕçне ытти историпе обществознани учителĕсем тивĕçлĕ хак пачĕç.

Конкурента курса тăракан вĕрентекен çак лару-тăруран тухма пултаракан вĕренекен çитĕнтерет. Вăл темăна ăнлантарнипех çырлахмасть, пĕлĕве, хăнăхăва тĕплĕн алла илнĕ ача çĕннишĕн ăнтăлтăр тесе ĕçлет. Çавна май вĕренекенсем урок тулашĕнче ирттерекен конкурссемпе наукăпа практика конференцийĕсене те хутшăнаççĕ.

Çамрăк суйлавçăсен кунĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта йăлана кĕнĕ "Эпĕ _ Раççей гражданинĕ" право марафонĕ иртрĕ. Унта 19 шкулти 8-9 классенче вĕренекен 41 ача хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Петрова (вĕрентекенĕ Н. Кошкина), Туçари вăтам шкулти Е. Плешков (вĕрентекенĕ Л. Карягин) çĕнтерỹçĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Кошкина, Н. Андреева, Д. Тазюков (Н. Кошкина), Çĕньялти вăтам шкулти Д. Павлов (А. Сюзюкин), Пăлапуç Пашьелĕнчи В. Ваньков (Л. Кузьмичева) призерсем пулчĕç.

Районти Х наукăпа практика конференцийĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Андреева, Н. Кошкина, Шăнкăртамри Ф. Хафизова, Н. Алеева, Çĕньялти А. Сюзюкин, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Николаев, Ю. Волкова, Çĕнĕ Ахпỹртри В. Артемьев, Турханти Л. Узюкин вĕрентекенсен воспитанникĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Ĕçре лайăх кăтартусем тăвас тесен вĕрентекенсене ку чухнехи Г. Селевко, А. Окунев, И. Унта, А. Границкая, В. Шадриков, А. Рыжков тата ыттисен технологийĕсене усă курни пулăшать.

С. ЮНУСОВА, районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика