30 апреля 2014 г.
Водителе яланах симĕс çутă сĕнетпĕр пулин те çул çинче пăтăрмахсем пулсах тăраççĕ. Ун пек чухне транспорт йышлă çỹрекен аслă çул çинче вăхăтлăха "пăкă" та пулма пултарать. Инкеке çакланнă водителĕн ГИБДД экипажĕ çитиччен мĕн тумалла? Чылай чухне вĕсем ОСАГО полисĕ пуррине пăхмасăрах пур ыйтăва та хăйсен шучĕпе татса пама васкаççĕ. Транспорт кузовĕ çинчи шăйрăкшăн, çĕмĕрĕлнĕ фарăшăн е тата ыттишĕн те мĕн чухлĕ ыйтаççĕ _ çавăн чухлĕ укçа кăларса пама та хатĕр. Çапах та çак ыйтусене мĕнлерех майпа татса памалла-ши? Районти ГИБДД начальникĕпе А. Петровпа эпир шăпах çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусем тавра калаçу пуçартăмăр.
_ Александр Аркадьевич, Юхмапа Пăла тăрăхĕ автотранспорт шучĕпе республикăра та "рекордсменсен" хушшинче темелле. Пĕр енчен илсен ку халăх ытлă-çитлĕ пурăннине пĕлтерет. Тепĕр енчен вара çул çинчи пысăк куçăм хăрушлăх та кăларса тăратать: авари, хуйхă, куççуль... Инкеке çакланнисен инспекторсем çитиччен чăн малтан мĕнле утăм тумалла?
_ Çакна валли икĕ меслет пур. Анчах та пур тĕслĕхре те водительсен çул çинчи пăтăрмахсем пирки ГИБДД дежурнăй чаçне хыпарламалла, ыйтусене хăйсем тĕллĕн е инспекторсен пулăшăвĕпе татса парассине пĕлтермелле.
Çул-йĕр правилисен 2.6 пункчĕ пăтăрмаха водительсене хăйсем тĕллĕн татса пама чармасть. Енчен те аварире никам та шар курман, вăл камăн йăнăшĕпе пулса иртни куç кĕрет пулсан тата айăпа йышăнсан, авари схемине çырса хатĕрлемелле, ăна алă пусса çирĕплетмелле. Çакăн хыççăн документсене хатĕрлеме водительсен пурин те ГИБДД уйрăмне çитмелле. Ун пек чухне инспекторсен транспорт хатĕрĕ çинчи сиенленнĕ вырăнсене тепĕр хут пăхса хаклама ирĕк пур.
_ Енчен те водительсенчен пĕри схемăна çырса хатĕрленĕ хыççăн вăл е ку сăлтавпа ГИБДД уйрăмне çитеймесен мĕн тумалла?
_ ДТП материалĕсене тишкерсе сăтăрçа страховкăпа саплаштарма кирлĕ документсене пурпĕрех параççĕ. Авари хыççăн çул-йĕр правилисемпе килĕшỹллĕн хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçламан тепĕр водителе вара РФ КоАПĕн 1 пайĕн 12.27 пункчĕпе административлă йĕркепе явап тыттараççĕ.
_ Авари схемине хатĕрленĕ хушăра водительсен чăн малтан мĕн пĕлмелле-ши?
_ Çапăннă хыççăнах правилăсен 7.2 пункчĕпе килĕшỹллĕн авариллĕ чарăну паллисене вырнаçтарма манмалла мар. Транспорт çỹрекен çул çинче йĕрсене виçнĕ чухне тимлĕ тата асăрхануллă пулмалла.
Çул çинчи пăтăрмаха ДПС инспекторĕсемсĕрех татса памалли тепĕр меслете вара "Транспорт хатĕрĕсен водителĕсен граждан яваплăхĕн обязательнăй страхованийĕ пирки" федераци саккунĕн 11 статйин 8-мĕш пункчĕ йĕркелет. Унпа килĕшỹл-лĕн инкекри тăкак 25 пин тенкĕрен пысăкрах мар тата аманса шар курнисем пулмалла мар, сиенĕн пурлăха кăна пырса тивмелле, аварие лекнисем икĕ транспорт хатĕрĕнчен ытларах пулмалла мар, пурне те ОСАГО саккунĕпе килĕшỹллĕн страхлани кирлĕ, тăкак тата вĕсен сăлтавĕ пирки те водительсен килĕшỹ пулни кирлĕ. Енчен те саккун ыйтнине пĕтĕмпех тивĕçтерсен тин водительсен страховани компанийĕнче панă "ДТП извещенийĕ" çумне авари схемине ỹкерсе çирĕплетмелле. Схема тĕлĕнче темиçе свидетель алă пусни те çăмăллăх парать. Çакăн хыççăн вара инкек тỹсекенĕн страхлакан компание çитмелле.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)