30 апреля 2014 г.
Республикăри кашни шалти ĕçсен органĕ çумĕнчех полици ветеранĕсен пуçламăш организацийĕ пур. Пирĕн районти шур сухалсен тытăмĕ _ кăтартуллисен шутĕнче. Общество организацине вун пĕр çул ĕнтĕ Аркадий Иванович Якимов ертсе пырать. Канашра тĕрлĕ çул тивĕçлĕ канăва тухнă 62 çын.
Çак кунсенче республикăра шалти ĕçсен органĕнче ĕçленĕ ветарансен кунне паллă турĕç. Отставкăри полицейскисем районти шалти ĕçсен пайне пуçтарăнчĕç, полици сотрудникĕсемпе пĕрлехи канашлу ирттерчĕç.
Канашлăва район полицийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Селиванов уçрĕ, хисеплĕ ветерансене ырми-канми ĕçшĕн, çамрăксене пулăшса пынăшăн тав турĕ. Малалла пуçламăш организаци ертỹçи А. Якимов ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
_ Ытти ыйтусемпе пĕрлех эпир йывăр шăпаллă çул çитмен ачасемпе те ĕçлетпĕр. Вĕсенчен пĕрисем тĕрĕс çул çинчен пăрăнма пикеннĕ, теприсем хăйсен ятне-шывне варалама ĕлкĕрнĕ... Виççĕмĕшсене вара сĕнỹ-канаш кирлĕ тата ытти те. Йĕрке хуралĕн аслă пиччĕшĕсем вĕсемпе уçăлса калаçни усси пурах тесе шутлатпăр, _ кăмăллăн пуçларĕ калаçăва Аркадий Иванович. Хăйĕн сăмахĕнче вăл тивĕçлĕ канăва тухнă милиционерсене преступленисене уçма та, участокри уполномоченнăйсен, следстви уйрăмĕн сотрудникĕсене хура ĕçĕн йĕрĕ çине ỹкме пулăшнине те çирĕплетрĕ. Урăхла каласан, "ватă лаша йăрана пăсмасть" тенĕ евĕр, ветерансем паян çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине çирĕплетрĕ, организацинчи чи хастаррисене Хисеп грамотисем парса чыс турĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)