АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев _ йĕркелĕхпе тăнăçлăх

30 апреля 2014 г.

Район полицийĕ обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступленисен шутне чакарас, халăхпа профилактика мероприятийĕсем ирттерес тесе нумай тимлет.

Çак кунсенче районти полицейскисем кăçалхи пĕрремĕш квартал ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Яланхиллех цифрăсенчен пĕтĕмлетỹ тумалли те, малашне тĕллевлĕ ĕçлемелли те пур. Çак тапхăрта преступлени тăвасси 7,7 процент чакнă. Маларахри çултипе танлаштарсан вĕсенчен суда янă ĕçĕсем те сахалтарах.

Апла пулин те оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕнче пăшăрхантараканни _ йывăр тата питĕ йывăр преступленисен шучĕ ỹсни. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта ун пек икĕ тĕслĕх çеç пулнă, кăçал вара çакнашкал тăватă факта шута илнĕ. Маларах суд сакки çине ларнă çынсем преступлени тăвасси те пысăкланнă: пĕлтĕрхи çак вăхăтра 49 тĕслĕх пулнă, кăçал вара 55е çитнĕ.

Хура ĕçсен ытларах пайĕ ỹсĕрле пулать. Çавăнпа та полици сотрудникĕсем çемьесенче эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн сиксе тухакан пăтăрмахсем сахалланччăр тесе тăтăшах профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, рейдсем ирттереççĕ.

Пĕрремĕш кварталта çеç вĕсем обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн е унта эрех ĕçнĕшĕн, пĕчĕк хулиганла ĕç тунăшăн 786 протокол çырнă. Унсăр пуçне çемьери харкашушăн 111 çынна айăпланă. Преступленисен шутне чакарас, çынна тĕрĕс çул çине тăма, тỹрленме пулăшас тĕллевпе ял тăрăхĕсенче профилактика канашĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районта çакнашкал 28 канаш ĕçлет. Вĕсем йывăр шăпаллă çемьесене, эрех-сăрапа ашкăнакан çынсемпе ушкăнсене, йĕрке хуралĕпе çыхăннă преступниксене сăнасах, калаçусем ирттерсех тăраççĕ, ларусенче те вĕсемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яваççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çеç çакнашкал профилактика канашĕсем вырăнти участокри уполномоченнăйсемпе пĕрле 35 лару ирттернĕ, йĕрке хуралĕн ытти проблемисемпе пĕрлех ăнăçсăр сакăр çемьепе çыхăннă ыйтăва та çивĕчлетнĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăнăçлăхпа йĕркелĕхе сыхласа тăрас, кирек мĕнле преступление те оперативлă уçса пама тăрăшас тĕллевпе 2014 _ 2020 çулсем валли çирĕплетнĕ район программипе килĕшỹллĕн, тăватă видеокамера вырнаçтарнă. Çакнашкал сăнава кăçал тепĕр икĕ вырăна лартма палăртнă. Хальхи вăхăтра автоматла программа комплексĕпе 16 камера ĕçлет. Кăçал çеç çак "вăрттăн куçсем" 16 административлă ĕçе уçса пама пулăшнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика