АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье пĕлтерĕшĕ пысăк

30 апреля 2014 г.

 Пирĕн пурнăçра çемье питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл мĕнле йĕркепе пурăннинчен, килĕшỹпе ăнланулăхĕнчен, тирпейлĕхĕнчен пĕтĕмĕшле тăнăçлăх, общество малашлăхĕ килет. Унпа пĕрлех йывăр тата питĕ йывăр преступленисен шучĕ те сахалланать. Çак сăлтавпах апрелĕн 18-25-мĕшĕсенче район территоринче "Пурнăç йĕрки _ çемье" ятпа профилактика мероприятийĕ иртрĕ.

Яваплă тапхăрта районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çемьере тăтăшах хирĕçсе-çапăçса, эрех-сăрапа ашкăнса пурăнакансем патĕнче пулчĕç, вĕсемпе уйрăмшарăн калаçусем ирттерчĕç. Пакунлисем районти полици уйрăмĕнче уйрăм шутра тăракан çул çитмен ачасем пурăнакан çемьесемпе те кăсăкланчĕç. Вĕсем вара пирĕн районта сахалах та мар: профилактика учетĕнче 210. Вăл шутра право йĕркине пăсса йĕрке ху-ралçисен аллине çакланнă 50 ача тата хăйсен йĕркесĕрлĕхĕпе ачасене витĕм кỹрекен 49 ашшĕ-амă-шĕ.

Оперативлă профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В. Кузнецова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче 66 административлă протокол çырнă 6 уголовлă ĕç пуçарнă, ăнăç-сăр пĕр çемьене тупса палăртнă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика