30 апреля 2014 г.
Районти ветеринари служби ял хуçалăх предприятийĕсенче тата уйрăм хуçалăхсенче лейкоз ан сарăлтăр тесе чылай ĕç тăвать. Тĕслĕхрен, çулсерен ĕне-выльăх юнне илсе ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслетпĕр. Çакă чире малтанхи тапхăртах тупса палăртма май парать. Лейкоз (шурă юна кайни) нумай вăхăта тăсăлакан шыçă чирĕ шутланать. Вăл вируса пула аталанать. Усал амака 1876 çулта Пруссинче тупса палăртнă. Пирĕн Патшалăхра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн хура-ула ăратлă ĕнесене илсе килме тытăнсан сарăлнă.
Чирĕн тĕп палли _ выльăхăн лимфа тĕввисемпе сули пысăкланса кайни, çавăн пекех вар-хырăмпа аптăрани, сĕт чакни, начарланни, хавшани. Вăл хăйне палăртмасăр уйăх, çул пурăнма пултарать. Каярах юнри шурă тĕвĕсем, уйрăмах лимфоцитсем, нормăран темиçе хут ỹссе каяççĕ, шыçă вырăнĕсем нумайланаççĕ. Ытларах 4 _ 8 çулхи выльăхсем аптăраççĕ.
Лейкоз вирусĕ сĕт, юн, вăкăрпа чуптарнă вăхăтра вăрлăх урлă тата ытти майсемпе те ерет. Çамрăк пăру амăшĕн хырăмĕнче чухнех сиенленет. Сĕтрен те усал амак куçма пултарать, çавна май унпа вĕретсен кăна усă курма юрать.
Лейкоз вирусне тупса палăртнă хыççăн хуçалăхсенче комплекслă мероприяти ирттермелле:
_ пур выльăха та, пăрусене 6 уйăхран пуçласа, тĕрĕслемелле;
_ выльăх йышне яланах тĕрĕс шута илмелле, пурне те номерлемелле;
_ РИД майлисене уйрăм тытса усрамалла, самăртмалла, кайран аш-какй комбинатне ăсатмалла;
_ вирус тупса палăртнă выльăхсене пĕтĕлĕнтерме юрамасть;
_ сывлăхлă выльăхсене чирлисемпе юнашар тăратмалла мар, кĕтĕве те уйрăм ямалла.
Лейкоз ан сарăлтăр тесен ял хуçалăх предприятийĕсен тата уйрăм хуçалăхсен чир-чĕртен сыхланмалли правилăсене ас туса тăмалла.
Вĕсем çаксем:
_ ветеринари специалисчĕ ирĕкĕсĕр выльăхсене сутма, пусма, продукцине вырнаçтарма юрамасть;
_ туяннă хыççăнах выльăха 30 кун карантинта тытмалла.
Çав вăхăтрах тĕпчев тата чир-чĕртен сыхланмалли мероприятисене ирттермелле;
_ ĕне е вăкăр илни çинчен е чир паллине асăрхасанах вырăнти ветеринари службине пĕлтермелле.
Асăннă ĕçсене вăхăтра пурнăçласан çеç чиртен хăтăлма пулать.
П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)