30 апреля 2014 г.
Кăçалхи Мăнкун уявĕ пĕтĕм тĕнчери христиансемшĕн пуриншĕн те пĕр кунта килсе çитрĕ. Районти пур чиркỹсенче те уяв кĕллисем иртрĕç. Кунĕ ăшă та лăпкă пулчĕ, ешĕл курăк та шăтса тухрĕ, хĕвелĕ те савăнса вылярĕ. Апла пулсан, Туррăн ырлăхне кăçал та туллин курса савăнăпăр. Сĕтел тулли тĕрлĕ çимĕçĕ (шурă чăкăт, хĕрлĕ çăмартасем) кăмăла çĕклеççĕ. Çынсем пĕр-пĕрне "Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!" тесе хаваслăн саламлаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)