АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутарстанра, "Сувар" хаăат редакцийỹнче

30 апреля 2014 г.

 Тăван чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕ умĕн районти "Авангард" хаçатăн пултарулăх ушкăнĕ инçе çула кĕске туса Хусанта тухса тăракан чăвашсен "Сувар" хаçат редакцине çитсе курчĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕ. Пĕрлех туслă тĕл пулăва кỹршĕри "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн журналисчĕсем те хутшăнчĕç. Виçĕ коллективăн "çавра сĕтел" тавра пуçарнă калаçăвăн тĕп теми _ конкуренци вăйлă аталаннă тапхăрта чăваш хаçачĕсем малалла аталанмалли, пурăнмалли мехелĕсене шырасси. Ку тĕлĕшпе пирĕн аякри тăвансем йăл илсе пыраççĕ темелле. 1993 çулта пуçласа кун çути курнă чăваш хаçачĕ паян хăй тавра самаях йышлă тус пуçтарнă. Хальхи вăхăтра ТАТМЕДИАна пăхăнса тăракан хаçатсен пĕрлехи тиражĕ 464 пин пулсан, чăваш чунлă çынсем патне вăл пилĕк пине яхăн экземплярпа саланать. Республика тулашĕнче чăвашлăхшăн çакăн чухлĕ çын хыпса ỹкнине ырламалла. Унсăр пуçне хаçата ĕлĕкхилле алла тытса мар, интернет урлă çырăнас тата вулас текенсен ыйтăвĕсене те тивĕçтереççĕ кунта _ çĕнĕ номерпе вĕсем пĕр кун (эрне кун) паллашма пултараççĕ. Планшет валли те хаçат версийĕ пур. Чăвашла вулас кăмăл çеç пултăр! Ентеш-писателĕмĕр Ева Лисина калашле, "Тăван чĕлхе тухъя мар, ăна арчара çеç упраймăн". Чĕлхемĕр пуянлăхĕпе май пур таран анлă усă курмалла, атте-анне чĕлхипе кашнийĕн мăнаçланмалла, ăна ламран-лама куçарса пымалла. Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Яковлев ăсчахăмăр халăха çутта кăларасшăн пĕтĕм пурнăçне хывнă çын, хăйĕн тивлетне Турă ирĕкĕ пек ăнланса, чăвашсене таса чунлă та мал туртăмлă пулма пилленĕ.

"Сувар" хаçата 2003 çултанпа Пăва районĕнчи Пỹркел арĕ Константин Малышев редактор ертсе пырать. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк ертỹçĕ чăвашлăхшăн хыпса çунни калаçăвĕнчен те туйăнать. Маларах асăннă хаçатри çĕнĕлĕхсене шăпах унăн пуçарăвĕпе вăя кĕртнĕ. Сăмах май каласан, мăшăрĕ тутар чиперкки пулнине пăхмасăрах Константин Анатольевич çемьере хăйĕн икĕ ачипе те чăвашла пуплет-мĕн. Хулара пурăнакан интернационаллă çемьере пепкисем çывăх çынсене "анне", "атте" тесе чĕнни те пĕлтерĕшлĕ.

Хаçатçăсен ушкăнĕсем коллектив пурнăçĕпе паллашнă хыççăн пин çул ытла каялла никĕсленнĕ хула илемĕпе киленчĕç, историлле паллă вырăнсене çитрĕç.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика