06 мая 2014 г.
НУМАЙ пулмасть Треньел ялĕ çывăхĕнчи кỹлле ỹссе аталанма тата ĕрчеме виççĕр килограма яхăн çутă карп янă. Ырă ĕçе пуçарса йĕркелесе пыраканĕ çак ял хастарĕ А. Быков пулнă. Анатолий Петрович хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кỹлĕ пуянлăхĕшĕн тăрăшакансем чылайăн, 350 çын та пур. Ара, ун пек пурлăха укçасăр туянайманни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Халĕ вара çак шывра ỹсекен тĕрлĕрен пулăсем вăхăтсăр сăтăрçăсен аллине ан çакланччăр тесе сыхă тăмалла. Мĕншĕн тесен, вĕсене июнĕн 10-мĕшĕччен, вăлча сапнă вăхăтра, чăрмантарма юрамасть. Ырă тăвакансен ĕçне хур туса вараламалла ан пултăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)