АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çаран çинче _ сĕт хутшăнать

06 мая 2014 г.

 Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Улăх-çаран та самаях ешерчĕ. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ỹстерме сĕтеклĕ ешĕл апат кирлине шута илсе ялсенче выльăхсене кĕтĕве илсе тухрĕç. Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсенче те ĕне-выльăха çуллахи лагере кăларма пуçларĕç. Çак ĕçе специалистсен яваплăха туйса пурнăçламалла.

Хĕл кунĕсенче çите-лĕклĕ апат, тулли рацион, витаминлă тата минераллă хушма апатсем пулманнипе хăш-пĕр хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхрен продукци сахалрах туса илчĕç. Çуркуннехи диспансеризаци ĕнесемпе пăрусен каротин виçи сахаллине, кальципе фосфор шайлашулăхĕ ылмашăннине кăтартса пачĕ. Çаксене шута илсе специалистсен вĕсен организмĕнчи улшăнусене йĕркене кĕртме тăрăшмалла.

Выльăхсене кĕтĕве тата çуллахи лагере кăлариччен тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç профилактика мероприятийĕсене туса ирттермелле. Хыткан та хавшак ĕнесене, пăрусене, сыснасене тулăхрах рационпа тăрантармалла, çывăхри курăк ани çине кăлармалла. Çавăн пекех чĕрнисене, мăйрака вĕçĕсене касмалла.

Çуллахи вăхăтра ĕне-выльăха усрамалли чи ансат мел вăл _ çуллахи лагерь. Ăна валли тикĕс, кăшт сăртлăрах вырăн суйласа илмелле. Унта ĕнесене хупма тăрăллă карта, профилакторипе пăрулаттармалли уйрăм, çамрăк выльăхсем валли хỹтлĕх, сĕт сумалли тата ĕçлекенсене кĕрсе канмалли вырăнсем пулмалла. Выльăхсене пĕтĕлентермелли пунктсем те кирлĕ. Ешĕл апат, шыв, минераллă хутăшсем памалла. Савăтсем те çителĕклĕ лартмалла, шăвармалли вырăнсем çывăхра тăмалла. Ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле, сунă сĕте тасатмалли, сивĕтмелли, упрамалли вырăнсем кирлĕ.

Кашни выльăх ушкăннех уйрăм лаптăк çирĕплетсе памалла. Курăк çинче çỹренĕ чухне вĕсем организмне белоксемпе, витаминсемпе, микроэлементсемпе пуянлатаççĕ. Хĕвел çинче тата уçă сывлăшра çỹрени пăрусене тĕреклĕ çитĕнме май парать. Кĕтỹри ĕне-выльăх продукци парассине те ỹстерет. Çакă уйрăмах сăвăмра палăрать.

Ĕнесемпе пăрусене кĕтĕве мĕнле хăнăхтармалла-ха? Малтанхи кун ирĕкре 2-3 сехетрен ытлашши тăратмалла мар. 10-15 кунран çеç ир пуçласа каçчен çỹреме юрать. Çу тапхăрĕн малтанхи кунĕсенче ешĕл курăкра усăллă япаласем сахаллине шута илсе улăм, утă, минераллă хутăш, тăвар памалла. Выльăх-чĕрлĕхе хĕвел тивесрен те асăрхамалла. Ăшша уйрăмах сыснасем, сурăхсем, лашасем питĕ сисĕмлĕ. Хăш-пĕр чухне ĕнесем те аптăраççĕ.

Сăвăм, ỹт хушаслăх ỹсесси кĕтỹçрен нумай килет.

Выльăх пăхакансен ĕçне тĕрĕс йĕркелесен, укçа-тенкĕ енчен хавхалантарсан продукци илесси лайăхланать. Ветеринари специалисчĕсен вĕсене пĕрремĕш пулăшу пама та вĕрентмелле. Выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве е çуллахи лагере вăхăтра илсе тухни ытларах сĕт суса илме тата çамрăк пăрусене тĕреклĕ çитĕнме май парать. Çакна яланах асра тытмалла.

Витесем пушă тăнă чухне вĕсене юсама пуçламалла, стенасене шуратса дезинфекцилемелле. Çак ĕçе пурнăçлама районти ветеринарипе санитари отрячĕ те пулăшма пултарать.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика