06 мая 2014 г.
Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 90 процент акнă. "Батыревский", "Красное знамя", "Малалла", "Первомайск", "Труд", "Звезда", "Дуслык", "Корма", "Тойсинская", "Сидели", "Движение", "Югель" хуçалăхсенче ĕçе вĕçленĕ.
Кăçал 2340 гектар çĕр улми çитĕнтерме палăртнă. Ĕнерхи куна районта 438 гектар лартнă.
Нумай çул ỹсекен курăксене _ 240, пĕр çул ỹсекеннисене 907 гектар никĕсе хывнă.
"Агромир" пĕрлешỹре 100 гектар рапс, "Исток" агрофирмăра 185 гектар сахăр кăшманĕ акнă.
11947 гектар кĕрхи çĕртме сỹреленĕ, 13758 гектар культиваци тунă.
794 гектар нумай çул ỹсекен курăксене, 3155 гектар кĕрхи культурăсене апатлантарнă. 5540 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацине кăларнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)