АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬСЕН КУНĕНЧЕ

06 мая 2014 г.

Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторăн конференци залĕнче Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртрĕ. Унта республикăри Суту-илỹ, промышленность тата экономика аталанăвĕн министерствин, "Пĕчĕк бизнеса пулăшакан агентство" пĕрлешỹн, "Сбербанк России", "Россельхозбанк", "Чувашкредитпромбанк" представителĕсем, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансем хутшăнчĕç.

Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов уçрĕ. Вăл пĕчĕк бизнес мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Сăмах май, предпринимательлĕхре тăрăшакансем пĕлтĕр 480 млн. тенкĕ ытлалăх продукци кăларнă. Çакă 2012 çултинчен 9 процент нумайрах. Отрасле аталанса пыма Юхмапа Пăла тăрăхĕнче условисем çителĕклĕ. Патăрьелĕнче пĕлтĕртенпе бизнес-инкубатор ĕçлет. Унăн директорĕ А. Ялуков, республикăри бизнес-инкубатор центрĕн экономика тата халăха ĕçпе тивĕçтерес пайăн тĕп консультанчĕ А. Сергеев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен каласа пачĕç.

Канашлура Раççей пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн специалисчĕ О. Илеменова пенси фон-чĕн страхламалли взносĕ пирки 2014 çулта кĕртнĕ улшăнусем çинчен кĕскен чарăнса тăчĕ. Налук инспекцийĕн районсем хушшинчи ертỹçин çумĕ Г. Филиппов налук службин электрон сервисĕ çинчен кĕскен чарăнса тăчĕ. Унтан банк представителĕсем предпринимательсене паракан çăмăллатнă кредитсемпе паллаштарчĕç.

Юлашкинчен пурте пĕрле гранд илме тивĕçнĕ О. Паймукова тата А. Краснов предпринимательсем патне çитсе курчĕç. Ольга Владимировна шкула кайма хатĕрленекенсене валли ятарлă ушкăн уçнă. Унта ачасене вулама, çырма, шутлама хăнăхтараççĕ.

Андрей Краснов автомашинăсене çумалли вырăн _ автомойка _ хута янă. Малашне вăл техникăна та юсама пикенесшĕн.

Министерствăра тата банкра ĕçлекенсем районта вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕх лайăх аталанса пынине, патшалăх уйăракан пулăшупа пĕлсе усă курнине палăртрĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика