АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕНĕЛĕХСЕМПЕ ПАЛЛАШРĂМĂР

06 мая 2014 г.

Нумай пулмасть Калуга облаçĕнче "ЭТНОМИРти вĕлле хурчĕсен тĕнчи" ятпа курав тата "Хальхи вăхăтра вĕлле хурчĕсем ĕрчетесси тата тĕл пулакан йывăрлăхсене татасси" темăпа тĕнче шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль çĕр-шывĕсенчен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ученăйсем, утарçăсем пуçтарăннă. Конференцие Чăваш Республикинчен 4 çын хутшăнтăмăр.

Мероприятинче ученăйсем вĕлле хурчĕсем пирки вĕрентсе каланине итлерĕмĕр. Уйрăмах Италинчен килнĕ ученăй-утарçă хальхи вăхăтра çĕнĕлле пыл илес енĕпе мĕнле ĕçлемеллине, ун патĕнче юлашки 10 çулта пысăк утăмсем туни пирки каласа пачĕ. Çавăн пекех Польшăри Кэнты хулинче вырнаçнă Лысонь предприяти кăларнă вĕлле хурчĕ тытакансене кирлĕ оборудованисемпе, насоссемпе, кăрчама хатĕрлекен аппаратпа тата ытти нумай япаласемпе паллашрăмăр.

Казахстанран килнисем уйрăм хушма хуçалăхра вĕлле хурчĕ ĕрчетессипе çĕнĕрен пуçăнакансене пысăк çăмăллăхсем парса пулăшнине, çамрăксем хушшинче çак отрасльпе ĕçлекенсем йышланнине пĕлтерчĕç. Утарçăсене патшалăх процентсăр кредит парать, утарсем йĕркелеме вырăнсем уйăрса пулăшать иккен. Кунта пыл паракан курăксем акасси патне те тимлĕх уйăраççĕ.

Украинăра вĕлле хурчĕсене варроатозран тата акарапидозран сипленĕ чухне варроджетпа усă кураççĕ. Асăннă чирсем пирĕн тăрăха килес хăрушлăх та пур, çавăнпа асăрханулăха çухатмалла мар. Тепĕр çĕнĕ препарат_ бененджет _ вĕллене ют хуртсем тапăнсан çăлса хăварма май парать. Пыл илнĕ хыççăн типĕтнĕ рамăсене унпа сирпĕтсен ылтăн хуртсем хăйсемех аялти йăвана анса каяççĕ. Çакă утарçăн ĕç хăвăртлăхне икĕ хут ỹстерме май парать. Вĕлле хурчĕ ăнсăртран сăхса илсен те çак шĕвекпех сирпĕтмелле. Пăхнă чухне урса кайсан та вăлах лăплантарать.

Пирĕн, Чăваш Республикинчи утарçăсен, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелле, вăйлă аталаннă çĕр-шывсен опычĕпе паллашсах тăмалла.

Н. ПИРОЖКОВ, зоотехник-утарçă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика