АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛ УçĂ ПУЛНĂРАН, ЮРĂ КАЙРĕ ЯН ТА ЯН!

06 мая 2014 г.

 "Пĕрремĕш икерчĕ пулчĕ, çапах начар мар пиçрĕ". Çапла хаклас килет районти культурăпа кану центрĕнче юратнă кинофильмсенчен илнĕ юрăсен фестиваль-конкурса. Культура çулталăкне тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 69 çул çитнине халалланă мероприятие хутшăнма район центрĕнчи çирĕм ĕç коллективĕ хапăл тунă. Вăл шутра Патăрьелĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсемсĕр пуçне тĕп больница, казначейство, районти шалти ĕçсен пайĕ, бизнес-инкубатор, "Батыревское" хуçалăх, районти "Авангард" хаçат тата ытти коллективсен хастарĕсем сцена çине тухса тĕрлĕрен юрăсемпе савăнтарчĕç, самантлăха та пулин асра юлнă фильмсенчи кадрсене тепĕр хут куç умне кăларса тăратма май туса пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов жюри членĕсене лайăххинчен лайăххисене уйăрса палăртма çăмăл пулманнине (хăй те вĕсем хушшинче пулчĕ) тỹрех йышăнчĕ. Сасă режиссерĕ Ф. Абитов сцена çине тухакансемпе маларах самай тар тăкни те сисĕнчĕ. Юрă сăмахĕсемпе кинофильмри кадрсене пăхса киленме пурне те кăмăллă. Нихçан манăçми "Семнадцать мгновений весны", "Бандитский Петербург", "Небесный тихоход", "В бой идут одни старики", "Три танкиста" тата ытти кинофильмсене куç умне кăларса тăратма пулăшрĕç сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса юрлакансем. А. Михайловапа Т. Толстова ертсе пыракан ташă ушкăнĕсем вара яланхиллех кашни куракана çунатлантарчĕç, хавхалантарчĕç, шухăшсемпе çамрăклатрĕç...

Жюри членĕсем йывăр пулсан та пур енĕпе те чи лайăххисене суйласа илчĕç. Пĕччен юрлакан хĕрарăмсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Альбина Майрина, арçынсенчен бизнес-инкубаторти Игорь Паймуков, виççĕн юрлакансенчен райадминистрацин вĕрентỹ пайĕнчи çамрăксен Канашĕн хастарĕсем _ Т. Илюткина, Е. Рубцова, Т. Антонова _ ансамбльсенчен райадминистрацин ушкăнĕ пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Куракансен ăшăлăхне вара райадминистрацин солистки Марианна Волкова тивĕçрĕ. "Анна Герман" кинофильмри "Один лишь раз сады цветут" юрра артисткăран та кая мар шăрантарчĕ. Чи пысăк парнене ("Гранд прие") агропромышленность техникумĕнчи Валентина Федорова çĕнсе илчĕ. Чиперкке "Пока станица спит" кинофильмри "Любимый мой" юрра парнелерĕ.

_ Патăрьел республикăра чылай чухне "пилот" районĕ пулнă. Çакнашкал конкурс-фестиваль Чăваш Ентен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕрремĕш хут иртрĕ. Культура çулталăкĕ вĕçлениччен республика шайĕнчи çакнашкал мероприятие пирĕн патăрта тепĕр хут та йĕркеленессе шанас килет, _ хавхаланса кашни юрăçа саламларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов. А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика