АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Композитор та, дирижер та…

06 мая 2014 г.

Чăвашсен паллă композиторĕ тата хор дирижерĕ А.Г. Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. 1929 çулта Аристарх Шупашкарта тин çеç уçăлнă музыкăпа театр техникумне вĕренме кĕнĕ. 1936-1937 çулсенче çарта пулнă хыççăн Чăваш патшалăх хорне дирижер помощникĕ пулса ĕçлеме кĕнĕ. Каярахпа, юрăпа ташă ансамблĕ йĕркеленсен, унăн пĕрремĕш илемлĕх ертỹçи тата балетмейстерĕ пулнă.

Вăл ырми-канми тăрăшнипе чăваш халăх хорĕ (1959-1960), Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн "Чайка" ансамблĕ (1964-1967), Кабардино-Балкарин патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ (1951-1958) лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Вăл виçĕ хутчен чăваш юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертỹçи пулса ĕçленĕ. А. Орлов-Шуçăм ертсе пынă хорсемпе ансамбльсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса куракансене савăнтараççĕ. Вĕсенче ăста дирижер ĕçне пысăк хак параççĕ. А. Орлов-Шуçăм малтанах халăх юррисене çырса илемлетнĕ, хорпа тата пĕччен шăрантарма кĕвĕленĕ. 300 ытла юрăпа романс... Анчах та вăл музыкăлла пысăк произведенисем _ оперетта, опера _ çырма ĕмĕтленнĕ. "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан", "Шупашкарта" музыкăлла комедисем, "Çăлтăр витĕр çул", "Асамлă çул" оперăсене оперăпа балет театрĕнче темиçе хутчен те лартнă. Композитор-дирижер ялти пултарулăх коллективĕсене те пулăшу пама манса кайман. Эпир те Çĕньялти халăх юрăпа ташă ансамблĕн коллективĕпе 2 хутчен ялти клубра тĕл пулу ирттернĕччĕ. Вĕсем халĕ те асрах. Пире вăл малалла хавхаланса ĕçлеме вăй панă, çавна пула çĕнĕ ĕмĕтсем çуралнă. Композитор çырнă юрăсем пирĕн концерт программинче яланах пулнă. Халĕ те пур.

Районти культурăпа кану центрĕнче А. Орлов-Шуçăм 100 çул тултарнине халалласа халăх юрăпа ташă ансамблĕ вăл çырнă юрăсемпе ташă кĕввисенчен йĕркеленĕ пысăк концерт кăтартрĕ. Куракансем хорпа юрланă "Савăнăç юрри", "Шăнкăр та шăнкăрми", "Гармонист", "Ан йăпăлтат эс мана" тата пĕччен юрлакан-сем Н. Михайлов "Хĕл илемĕ", В. Ширтанов "Тантăшах эп юратрăм"юрăсене тăвăллăн алă çупса чысларĕç.

Концерт Шуçăм çырнă "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан" вокалпа хореографи сюитипе вĕçленчĕ.

Аристарх Гаврилович 82 çул пурăннă.

А. ШАКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика