06 мая 2014 г.
Çак кунсенче район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов террорла ĕçсене хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Кучухне вăл йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемшĕн çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Çавăнпа та Николай Иванович районти муниципалитет пĕрлĕхĕсем чăн малтан вырăнти халăх пурнăçĕн тăнăçлăхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕшĕн пысăк яваплăхра пулнине палăртрĕ.
Ларăва хутшăннисем халăха террор синкерлĕхĕнчен сирес, уйрăмах халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче йĕркелĕхе çирĕп сыхлас, май уявĕсен кунĕсенче ку тĕлĕшпе тимлĕхе пушшех ỹстерес ыйтусене çивĕчлетнĕ. Кунтах обществăлла йĕркелĕхе кирлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе район полицийĕн хушма мерăсем йышăнмалли çинчен те каланă.
Хамăр корр
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)