06 мая 2014 г.
Районта географи учителĕсен ассоциацийĕ педагогсен професси ăсталăхне ỹстерес тĕлĕшпе тивĕçлĕ пулăшу парать. 14 учительтен 4-шĕ аслă, ыттисем пĕрремĕш категориллĕ. Пĕрлешỹ ертỹçи тивĕçне тахçантанпах Турханти вăтам шкулти В. Башмаков туса пырать. Вĕрентекенсем ларусене шкулсене тухса çỹреççĕ, методика фестивалĕсем йĕркелеççĕ. Географсем çулленех республикăри "Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм" туристсен слетне хутшăнаççĕ, унтан малти вырăнсемпе таврăнаççĕ.
Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче "Географи урокĕсенче вăйă технологийĕсене усă курни" темăпа лару, Тутар Сăкăт вăтам шкулĕнче "Ку чухнехи шкулти чи лайăх географи урокĕсем" методика фестивалĕ ирттернĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулти В. Артемьев вĕрентекен республикăри географи учителĕсен фестивалĕнче лайăх урок парассипе призерсен шутне кĕчĕ.
Хăйсен тавра курăмне ỹстерсех тăма тăрăшаççĕ педагогсем. Ку хутĕнче вĕсем Хусан хулинче экскурсинче пулчĕç. Раиф мăнастирне, Кремле, Тутарстан историйĕн музейне, метрополитена çитрĕç.
С. ЮНУСОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)