06 мая 2014 г.
Первомайскинчи вăтам шкулта ĕçлекен учительсем пĕр канмалли кун Атăлçи тăрăхĕнчи Чулхулана çитсе килчĕç. Вĕсем унта чылай культура палăкĕ патĕнче пулчĕç, çĕнĕ те интереслĕ информацисем илчĕç. Хулара сыхланса юлнă историпе архитектура палăкĕсем сахал мар. Çавна май ăна ЮНЕСКО тĕнчери 100 хуласен шутне кĕртнĕ те.
Чкалов картлашки _ тĕнчере чи вăрăмми шутланать. Унта _ 560 пусма. Окапа Атăл юхан шывĕсем пĕрлешнĕ вырăн яланах Раççей символĕ шутланнă. Кунти кремль те Раççейĕн 14 тĕлĕнтермĕшĕ шутне кĕнĕ. Вăл вăтам ĕмĕрсенчи капмар та чи пысăк крепость шутланать. Кремльтех кунти чи ватă Михайло-Архангельск Соборĕ те вырнаçнă. Шăпах унта К. Минин кĕлне те пытарнă.
Экскурси вăхăтĕнче учительсем Большая Покровская паллă урамра, Атăл хĕрринче, унчченхи Чулхула ярмăрккинче пулнă. Мăнастире çитни те киленỹ кỹчĕ.
Е. СОРОКИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)