08 мая 2014 г.
" ÇАКНАШКАЛ ăшă сăмахсемпе Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем çу уйăхĕн 7 _ 9-мĕшĕсенче тĕрлĕ хулара пурăнакан тăван-пĕлĕшĕпе çывăх çыннисене, фронтра пĕрле пулнисене "Ростелеком" çăмăллăхĕпе усă курса тỹлевсĕрех телефонпа саламлама пултараççĕ. Телефонист урлă саккас парас пулсан вара Украинăпа, Беларуçпе, Молдовăпа, Кăркăстанпа тата ытти çĕр-шывсемпе те укçасăрах чун каниччен сăмахлама пулать.
Сăмах май каласан, ĕлĕкхилле телеграмма ярса салам сăмахĕсене вĕçтерме те май пур. Пĕр-пĕрне ырă тума çеç ỹркенмелле мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)