08 мая 2014 г.
РАЙОНТИ ГИБДД начальникĕ А. Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнтерỹ кунĕ умĕн, майăн 8-мĕшĕнче, "Пешеход _ пешеходный переход" хушма операци ирттереççĕ. Сăлтавĕ чылай чухнехи пекех çуран çỹрекенсен, водительсен çул çинчи культурăлăхне ỹстересси, аварисен шутне чакарасси. Кун пирки пирĕн районта та "чан" çапмалли тĕслĕхсем пур. Çулталăк пуçланнăранпа çул çинче вунă авари пулнă (иртнĕ çул сакăр тĕслĕх). Автомашина хуçисем çуран пыракансем çине кĕрсе кайса çынна сиенленĕ тĕслĕхсене те шута илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)