АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ уявĕ _ чаплă кун

08 мая 2014 г.

Çĕнтерỹ уявĕ_ Пирĕн чаплă кун,

Паттăрсен уявĕ,

Хаваслантăр чун.

Çĕнтерỹ ялавĕ

Хĕвелпе çиçет,

Ирĕклĕх уявĕ

Янăрать, кĕрлет.

Пурте шăп тăратпăр

Пилĕк минута.

Савăнăçпа хурлăх

Ма йĕртет чуна?

Эх, мĕн-ма сайралчĕç

Ватă салтаксем?

Куçăмран çухалчĕç

Çутă сăн-питсем.

Халĕ те куратпăр

Вăрçă суранне.

Халĕ те тỹсетпĕр

Вăрçă инкекне.

Халĕ те манмастпăр

Йывăр кунсене,

Шав асра тытатпăр

Паттăрсен ятне.

Палăксем лараççĕ

Ялта, хулара.

Çуртасем çунаççĕ Панихидăра.

Халăх нумай тỹсрĕ

Вăрçă нушине,

Тăрăшса ĕçлерĕ

Кунĕ-çĕрĕпе.

Пурнăçа юсарĕ

Вăрçă чарăнсан,

Çĕр-шыва çĕклерĕ

Пур йывăрлăхран.

Малашне ан пултăр

Вăрçă çĕр çинче,

Пурнăç хуçалантăр

Çутă тĕнчере.

Леонид ЛЯЛЬКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика