08 мая 2014 г.
Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ çитĕнтернĕ хунавсене хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, ют районсенче те, республика тулашĕнче те хапăлласах туянаççĕ. Пан улми, чие, хурлăхан, хăмла çырли, кашкăр çырли тĕмĕсене инçе çула кĕскетсе Мускавран, Челябинскинчен, Чĕм-пĕртен, Свердлов облаçĕнчен, Тутар республикинчен тата ытти çĕртен те килсе илнĕ. Сутнисем вырăнне улма-çырла вăррисене çĕнĕрен 3 гектар акнă. Çавăн пекех çамрăк хунавсем те 8 гектарта ешерĕç. Халăх çĕр çырлине хапăлласах туяннине шута илсе çак кунсенче ăна тата 3 гектар лартма палăртнă.
Питомник пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе те аван ĕçлет. Сăмах май, минераллă удобренисемпе усă курнăран, агротехнологине пăхăннăран тухăçĕ та çулленех савăнтарать. Кăçал кунта 300 гектар тĕш тырă никĕсе хывнă. Акса пĕтернĕпе пĕрех, йĕперех лаптăксем çеç тăрса юлнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)