14 мая 2014 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп больница çывăхĕнчи "Добрый" магазин хуçи Юрий Трофимовăн ыр кăмăллăхĕ пирки хаçатра пĕрре мар çырнăччĕ. Çĕнĕ çулта вăл сусăр ачасен çемйисенче пулса шăпăрлансене Хĕл Мучи парнине валеçрĕ. Халĕ, акă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн, тепĕр сăваплă ĕç туса ирттернĕ, район центрĕнче пурăнакан тăватă вăрçă ветеранне парне тата 1000 тенкĕлĕх тавар туянмалли сертификат парса кăмăлĕсене тупнă.
Çынна ырă туни яланах ырăпа таврăнать. Ветерансем хастар-предприниматель ватăсене тимлĕх уйăрнăшăн чун-чĕререн тав тăваççĕ. "Турă пулăштăрах ăна", _ теççĕ вĕсем пĕр шухăшлăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)