14 мая 2014 г.
Аслă Çĕнтерỹ кунĕ çултан-çулах аякка юлса пырать. Анчах унăн пĕлтерĕшĕ чакмасть, мирлĕ пурнăçшăн паттăрлăх кăтартнă салтаксен ят-сумĕ, хисепĕ малашне те яланах халăхра упранĕ. 1418 куна тăсăлнă хăрушă вăрçăн хура кунĕсем кашни çемьене тенĕ пекех хурлăх, куççуль, чун ыратăвĕ илсе килнĕ... Пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 8377 вăйпиттипе çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен ултă пин ытла салтакăн шăпи синкерлĕ пулса тухнă: пĕрисем çапăçура куçне хупнă, теприсем йывăр сурана чăтаймасăр пурнăçран уйрăлнă, виççĕмĕшсем хыпарсăр çухалнă...
Маларахри кунсем ăмăр та сулхăн тăчĕç пулин те, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирпе-ирех хĕвел те Мункунти пекех ташласа тухрĕ тейĕн _ кунĕпех чăн-чăн çу кунĕ пекех ăшă тăчĕ. Тăхăр сехет çитеспех чуна çỹçентерекен кĕвĕ-çемĕ майĕпе ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем район центрĕнчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчăç. Уяв пуçланас умĕн ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне вырнаçтарнă саксем çине хисеплĕ ветерансене пĕрин хыççăн теприне вырăн пачĕç. Сăмах май каласан, районĕпе те 63ĕн çеç вĕсем _ вăрçă синкерлĕхне хăйсен куçĕпе курнисем, унăн пирчейми суранне паянхи кунчченех тỹсекенсем. Митинга хутшăнма вара 21 ветеранпа салтак арăмĕ, тыл ĕçченĕ çеç мехел çитернĕ. Шел, çулсеренех вĕсен речĕсем сайралаççĕ. Пĕлтĕрхи Çĕнтерỹ кунĕ хыççăн çеç тăххăрăн леш тĕнчене куçнă. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăрах.
Хисеплĕ уява Патăрьелсем хаклă хăнасемсĕр ирттермеççĕ. Хальхинче те уяв савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глуховпа пĕрлех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Светлана Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи Петр Никифоров, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар уйрăм начальникĕ Павел Васюков, Патăрьел ял пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, Улатăр епархийĕн благочиннăйĕ, Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов, I рангри саппасри капитан, РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен генштаб офицерĕ Игорь Сапожников ентеш, ял тăрăхĕсенчи делегацисем тата ыттисем те хутшăнчĕç, кашниех митинга килнисене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, кăвак тỹпе, тăнăç пурнăç сунчĕç.
_ Çĕнтерỹçĕсем умĕнче эпир пысăк парăмра. Пирĕн тĕп тĕллев _ вĕсене çителĕклĕ тимлĕх уйăрасси, паттăрсемпе мăнаçланасси, ветерансен хисепне ламран-лама куçарса пырасси. Паян эпир сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр,_ терĕ Николай Иванович хăйĕн салам сăмахĕнче. Ентешсене саламлама тĕп хуламăртан çитнĕ Светлана Александровна хисеплĕ ветерансене тав сăмахĕ каланă чухне куççулленмесĕр те чăтаймарĕ. Сергий атте çак паллă уяв чылай чухне Христос чĕрĕлсе тăнă праçник кунĕсемпе тỹр килнине, çапла вара ырă усала яланах çĕнтернине çирĕплетрĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та митингра çамрăк армеецсен тата ытти салтаксен парадне пăхма та кăмăллă пулчĕ. Кăçал вĕсен ушкăнĕ тата хутшăннă, пысăкланнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам, агротехникум хастарĕсемсĕр пуçне парада Германинче, Афганистанра, Çур çĕр Кавказра хăйсен тивĕçне пурнăçланисем, моряксем, чикĕ хуралçисем, ракетăпа артиллери çарĕн ветеранĕсем илем кỹчĕç.
Митинг вĕçĕнче 25 воин-афганеца юбилей медальне çакса ярса чыс турĕç.
Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи артистсен ушкăнĕ Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе хатĕрленĕ концерт вара чылай кураканшăн пысăк парне пулчĕ. Уяв савăнăçне Патăрьелсем каçхине те пĕрлех пайларĕç: Шупашкарти артистсен пултарулăхне пăхса савăнчĕç, Çĕнтерỹ салютне пăхса киленчĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)