14 мая 2014 г.
Республикăри телекурав ачасен чăваш юррисен "Мехел" конкурсне саккăрмĕш хут ирттерчĕ. Ăна йĕркелекенсен, педагогсен, коллективсен илемлĕх ертỹçисен, ашшĕ-амăшĕсен тăрăшулăхне палăртса Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев çапла каларĕ: "Кирек хăш тĕрĕслев те _ хăйне кура экзамен. Унта хутшăнакансене пурне те çĕнтерỹçĕ тесе палăртма пулать. Чăваш Ен пултаруллă çынсемпе пуян. Ăна малашне аталантармалли резервсем пурах пирĕн".
Конкурса йĕркелеме республикăри композиторсен союзĕпе патшалăх филармонийĕ те хутшăнать. Унăн тĕп тĕллевĕ: ачасен пултарулăхне палăртса аталантарасси, вĕсене чăваш чĕлхипе культури патне тимлĕх уйăрма хăнăхтарасси, тăван ене юратма вĕрентесси, патриотизм туйăмĕсене çуратасси. Йăлана кĕнĕ конкурс çулленех 100 ытла ăстаçăна пуçтарать. Унта 6-17 çулсенчи уйрăм юрăçсемпе коллективсем хутшăнаççĕ.
Çĕнтерỹçĕсене те Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев чысларĕ. "Ансамбль тата хор" номинацире Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕн воспитанникĕсем иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Культура çулталăкĕнче тĕрлĕ конкурссем пуласси малта-ха. Вĕсене чылайăшĕ хутшăнса куракансене хăйсен илемлĕ сассисемпе савăнтарасса шансах тăрас килет.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)