АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерана килне кĕрсе саламланă

14 мая 2014 г.

 Майăн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов сумлă ушкăнпа Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсене саламлама килĕсене те çитрĕ. Вĕсенчен пĕри _ Козловкăра пурăнакан М. Т. Наташкин.

93 çулта пыракан паттăр хальхи вăхăтра та кил-тĕрешре самаях çỹрет-ха, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те аптрамасть. Çавăнпа та Михаил Тимофеевич фронтри пурнăçа та çăмăллăнах аса илсе каласа пачĕ. Ветеран 1941 çулхи августăн 12-мĕшне лайăх ас тăвать. Ун чухне вун саккăрти каччăна ыттисемпе пĕрле Улатăрти штаба хỹтĕлеме илсе кайнă, взвод командирĕ пулма шаннă. 1942 çулхи çуркунне ăна повестка тыттарнă. Çар училищинче вĕрентнĕ хыççăн 1942 çулхи раштавра Воронеж облаçне фронта лекнĕ. Ленинград çывăхĕнчи çапăçура салтака кăкăртан амантнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн вара вăл 179-мĕш стрелоксен дивизине çакланнă, ăна командир пулма шаннă. Т

ăван яла салтак 1945 çулта июльте таврăннă. Вăрçă хыççăн Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа ял тăрăхĕсенче ĕçленĕ. Юлашкинчен вара тивĕçлĕ канăва тухичченех Туçари перекет банкĕнче тăрăшнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика